Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов тӗнчен чи ачаш пайне -хӗрарӑмсене саламлать

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Чи ӑшӑ сӑмахсем, чи хитре чечексем сире валли -хӗрарӑмсем!

Çуркуннехи чи илемлĕ кун — хĕрарăмсен уявĕ çитсе пырать. Çутçанталăкпа пĕрле çынсен те кăмăлĕсем хăпартланаççĕ, чун-чĕресем çунатланаççĕ.Чăваш наци конгресĕн чи черчен те хитре пайне, хастар хĕр-хĕрарăмсене паян, пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Николай Угаслов президент тата Ĕçтăвком председателĕ, вице-президент Анатолий Ухтияров Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе саламларĕç.

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

«САРПИ» ансамбль 20 çул тултарать

Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Пушкăртстанри Çтерлĕ хулинчи «САРПИ» чăваш эстрадипе фольклор ансамблĕ хăйĕн 20 çулхи çавра çулне паллă тăвать.Çак ятпа ушкăна тата ăна йĕркелекенсене ЧНК президенчĕ Николай Угаслов саламлать!

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Шупашкарти Çeçпе́л Мишши музейе́нче «Ча́ваш çырула́х пала́ке́сен авторе́сем» #поэзикаçĕ иртре́.

Музей ертÿçи, ЧНК «Чӑваш херарӑмӗ» комитет пайташӗ Антонина Андреева ча́ваш писателе́сен са́н у́керче́ке́сен электрон куравне ка́тартре́. Кашни çыравçа́ ча́ваш литературинче ме́нле хайлавсемпе пала́рни çинчен ке́скен каласа паче́. Раиса Сарпипе Лидия Сарине ча́ваш çыравçисем, Лидия Кузьминапа Светлана Пафнутьева ча́ваш че́лхине ве́рентекенсем тата поэзи клубе́н пайташе́ Лидия Ильдеркова ку те́нчерен уйра́лса кайна́ ча́ваш çыравçисене ыра́па аса́нчĕç. Раиса […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Кăçал Раççей шайĕнчи «Кĕмĕл сасă» фестиваль ака уйăхĕнче иртĕ

Чăваш наци конгресĕ республикăри культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн Министерстви пулăшнипе кашни çул йĕркелекен «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурса кăçал ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче ирттерме йышăнчĕ. Çакăн пирки пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче иртнĕ йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче палӑртрӗҫ.Пĕлтĕр коронавирус амакне пула паллă фестивале кĕркунне кăна ирттерме май килчĕ. Ун чух мероприятие куракансемсĕр йĕркелемелле пулчĕ пулсан та, вăл ăнăçлă, çÿллĕ […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Ҫӗпрелсем Чăваш кино уявне йӗркелерӗҫ

Ют ҫӗршывран килнӗ чаплӑ хӑнасене кӗтсе илнӗ пек йышӑнчӗҫ Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи Культура керменӗнче Тутарстанра Чӑваш кино кунӗсене ирттерекен делегацине. Виҫӗ халӑх представителӗсем шупашкарсемпе хусансене ҫӑкӑр-тӑвар астивтернӗ хыҫҫӑн вӗр-ҫӗнӗ чӑваш костюмӗсем тӑхӑннӑ культура ӗҫченӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Фойере районти чӑвашсемпе ҫыхӑннӑ курав та йӗркеленӗ. Ҫӗпрел тӑрӑхӗнчи паллӑ чӑвашсем, ялсем ҫинчен тухнӑ кӗнекесен шучӗ уйрӑм курав тумалӑх пур. […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Чăваш журналисчĕсен ХХ съезчĕ иртрĕ

Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче калем ăстисем, телерадиожурналистсем Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн XХ съездне пухăнчĕç.Чăваш наци конгресĕнчен çак яваплă форума тăватă пайташ хутшăнчĕ: вице-президент, Ĕçтăвком председателĕ Анатолий Ухтияров, пресс-служба ертÿçи Зоя Яковлева, Президиум пайташĕ Михаил Краснов тата Вĕренÿ комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров.Малтанах делегатсем пĕрлĕхĕн председателĕн Валерий Комиссаровăн анлă докладне итлерĕç, сутсе яврĕç.Валерий Петрович иртнĕ съездранпа тунă çитĕнÿсене […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

ЭПИР ВĂРÇĂ ÇИНЧЕН СĂВĂСЕМ КАЛАТПĂР

Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкар хулин 60-мĕш шкулĕн 4в класĕнче Аслă Çĕнтерÿ 76 çул çитнине тата Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çĕре хутшăннă ĕç паттăрĕсене халалланă «Эпир вăрçă çинчен сăвăсемпе калатпăр» çарпа патриот сăввисене калакансен конкурсĕ иртрĕ. Сăвă калакансен ăсталăхне хаклакансем Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи Г.Л. жюри председателĕ тата […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Мухтава тивӗҫлӗ чӑваш юрӑҫи ҫавра ҫулне паллӑ турӗ

Паян, нарӑсӑн 23-мӗшӗнче, хисеплӗ арҫынсен уявӗпе пӗрле Чӑваш халӑх артистки, мухтавлӑ, пур енӗпе пултаруллӑ Августа Васильевна Уляндина хӑйӗн ҫавра ҫулне паллӑ тӑвать.Унӑн пултарулӑх каҫӗ пуриншӗн те чӑннипех уявран та уяв пулчӗ.И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш Патшалӑх университечӗн культура керменне Августа Васильевнӑн пултарулӑхне чунтан хисеплекенсем тулли зал пуҫтарӑнчӗҫ темелле. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн мӑшӑрӗпе, Республикӑри хӗрарӑмсен […]

Рубрики
Çĕнĕ хыпарсем

Тюмень тӑрӑхӗнче тӑван чӗлхе кунне уявланӑ

Тюмень тӑрӑхӗнчи Анат Тавта районӗнчи Канаш ялӗнче тӑван чӗлхе кунне уявланӑ.Ӑна кунти чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.Унӑн ертӳҫи Николай Герасимов тата Анат Тавта районӗнчи вырӑнти чӑваш пӗрлӗхӗ тӑрӑшнипе Уява ачасем чылайӑн хутшӑннӑ. Вӗсем чӑвашла сӑвӑсем каланӑ, юрӑ-ташӑпа хавхаланнӑ.