Конгресăн информаци хатĕрĕсемпе ĕçлекен комитечĕн пухăвĕ иртрĕ

Хальхи вăхăтра ĕçе пурнăçлани кăна мар, ун çинчен халăха каласа пани питĕ кирлĕ. Çакна тăвакансем — хаçат-журнал, телевиденипе радио журналисчĕсем тата паллах, интернетри социаллă сетьсене хыпар-хăнар лартакансем.Чăваш наци конгресĕн тата Раççей регионĕсенчи чăваш автономийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ чăннипех те кал-кал пырать. Ăна çутатса тăрас енĕпе ЧНК-ра массăллă информаци хатĕрĕсемпе ĕçлекен (МИХ) комитет тăрăшать.Чăваш наци конгресĕн 2021 çулхи…

Пирĕн пурлăх ĕмĕре

Çак ятпа иртрĕ Шупашкарти пĕрлештернĕ клуб тытăмне кĕрекен «Нарспи» клубри чăваш тĕррин кунне халалланă уяв каçĕ.Чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче çак клуба çÿрекен «Нарспи» халăх ансамблĕн тата «Сарпике» ташă ушкăнĕн пайташĕсем улах каçне пуçтарăнчĕç.Чăваш хĕрупраçĕ ĕлĕк-авалтан кĕрхи вăрăм каçсем пуçлансан улах ларнă. Унта тĕрĕ тĕрленĕ, ытти ал ĕçне тунă. Вĕсен каçне илемлетме каччăсем килнĕ. Хамăр халăхăн авалхи…

Вниманию членов Президиума Чувашского национального конгресса

11 ноября 2021 года в 17.30 в конференц-зале Чувашского национального конгресса состоится заседание Президиума ЧНК. Исполком ЧНК. *** Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн пайташĕсене пĕлсе тăма 2021 çулхи чÿк (ноябрь) уйăхĕн 11-мĕшĕнче  17 сехет те 30 минутра Чăваш наци конгресĕн конференц-залĕнче ЧНК Президиумĕн ларăвĕ иртет. ЧНК Ĕçтăвкомĕ.

Хуракассинче хура куна асăнчĕç, асăну мемориалне уçрĕç

106 ача тата 4 вĕрентекен… Пурăннă пулсан 60 çул хушшинче вĕсен миçе кăна ача çуралмаллаччĕ, мăнукĕсене сăпкара сиктермеллеччĕ… Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракассинче çак хăрушă инкек пулнăранпа 60 çул çитрĕ пулин те, шутласа илсен халĕ те чун çÿçенет.1961 çулхи чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Хуракасси шкулĕнче мĕн пулнине халĕ пĕлмен çын та çук пулĕ. Шкулти уяв концерчĕ вăхăтĕнче пушар…

Чăваш наци конгресĕн президенчĕн салам сăмахĕ

Раççейре  чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне паллă тăваççĕ. Чăваш наци конгресĕн ячĕпе Çĕр чăмăрĕн тĕрлĕ вырăнĕнче пурăнакан ентешсемпе пĕрлех çак уявпа ытти халăх çыннисене те таса кăмăлтан саламлатăп! Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕн хăйĕн тĕшши, пĕлтерĕшĕ пур. Вăл пуш çĕрте «çуралман». Тĕрлĕ йывăр тĕрĕслев витĕр тухнă Раççейре пурăнакан вун-вун халăх çынни пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ăнланса, пулăшса, тăнăçлăхра…

Стартовал Большой этнографический диктант-2021

«Народов много – страна одна!» — под таким лозунгом уже в шестой раз стартовала Международная просветительская акция «Большой этнографический диктант». Акция проводится в единый период – с 3 по 7 ноября 2021 года в онлайн-формате на сайте www.miretno.ru (https://www.miretno.ru/) и традиционно приурочена ко Дню народного единства. Диктант позволит не только оценить уровень этнографической грамотности населения,…

Ĕçлĕ тĕлпулу иртнĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш наци конгресĕн ертÿçисемпе тĕл пулнă. Калаçу, тĕпрен илсен, Чăваш наци конгресĕн юпан 23-мĕшĕнче иртнĕ XI Аслă Пухăвĕн пĕтĕмлетĕвсемпе çыхăннă. Тĕлпулăва ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова, ЧР Вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Захаров, ЧНК  президенчĕ Валерий Клементьев, Николай Угаслов…

Аслӑ Пуху туса ирттернӗ ӗҫсене тишкерчӗ, малашлӑха палӑртрӗ

Юпан 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш наци конгресӗн 11-мӗш Аслӑ Пухӑвӗ иртрӗ. Унӑн ӗҫне ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, регионсенчен килнӗ йӑхташӑмӑрсем, чӑвашлӑха аталантарассишӗн тӑрӑшакан хастарсем хутшӑнчӗҫ. Кун йӗркинче — конгресӑн юлашки вӑхӑтри ӗҫ-хӗлне тишкерсе хак парасси, малашлӑх тӗллевӗсене палӑртасси. ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев 29 ҫул хушшинче ЧНК чӑваш халӑхне пӗрлештерес, чӑваш чӗлхи, юрри…