Маттур хӗрарӑмсем чыса тивӗҫрӗҫ
Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ.Комитет ертӳҫи Юлия Мареева ҫак ҫур ҫулта планпа палӑртнӑ ӗҫсене еплерех хатӗрленсе ирттересси ҫинче чарӑнса тӑчӗ.Чи пысӑк мероприятисенчен пӗри- «Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма» регионсен шайӗнчи конкурс. Унӑн пӗрремӗш тапхӑрӗнче хутшӑнакансен онлайн мелӗпе видеосем ярса памалла, сумлӑ жюри вӗсене пӑхса тухса хакласа чи лайӑххисене…