Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Самар хулинче «Халăхсен туслăх паркĕ» уçăлĕ

Çак кунсенче ку тăрăхри паллă вырăн пулмалли парка туса пĕтернĕпе пĕрех. Хальхи вăхăтра паркри наци çурчĕсене хăтлăх кĕртсе халăхсен йăли-йĕрки, культури çинчен каласа паракан экспонатсемпе пуянлатаççĕ. Экспонатсене Раççейĕн пур кĕтесĕсенчен те илсе килеççĕ.Ытти нацисен çурчĕсем хушшинче чăваш картишĕ, çурчĕ-йĕрĕ хăтлă курăнать. Чăваш килĕ, виçĕ пайран тăракан хапхи, çурта кĕмелле калитке, сăра вĕретмелли лаç, столяр мастерскойĕ…

Пӗлӳ кунӗпе саламларӗ Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ — чӑннипех пӑлхануллӑ та савӑнӑҫлӑ кун. Уйрӑмах пӗрремӗш хут шкул картлашкине ура пусакансешӗн тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗшӗн.Кӑҫал республикӑра 16700 шӑпӑрлан шкул сакки  ҫине  пӗрремӗш хут ларчӗ. Вӗсенчен 312 ача Муркаш районӗнче.Вӗсене саламлама Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов ҫитрӗ.» Хисеплӗ ачасем, вӗрентекенсем, ашшӗ-амӑшӗ! Сире Пӗлӳ кунӗпе чунттан саламлатӑп. Вӗренӳ сирӗншӗн…

«Чăваш тĕнчи» хаçатăн çурла уйăхĕн номерĕ пичетрен тухрĕ

Часах вĕренÿ çулĕ пуçланать. Çак ятпа номерте вĕрентекене халалланă статья пур. Унăн авторĕ -Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Анисия Павловна Игнатьева. Эстони чăвашĕсен çурла уйăхĕнче иртнĕ уявĕ çинчен Ираида Захарова Таллин хулинчен ярса панă хыпарта пĕлме пулать. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ çывхарать. Чăваш халăх культурипе, историйĕпе кăсăкланакансене çавна май пĕр ыйту уйрăмах кăсăклантарать: Хальхи çыравра…

Саламлатпӑр!!!

Чӑваш наци литературине тата культурне аталантарас, халӑхра сарас ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул пултарулӑх анинче тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗн пайташӗ, сӑвӑҫ, композитор, Чӑваш профессиллӗ ҫыравҫисен пайташӗ Светлана Васильевна Асамат (Смирнова) Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Хушӑвӗпе «Чӑваш халӑх поэчӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. За вклад в развитие и популяризацию национальной литературы и…

ГУРТНЕР-ТАЙМАСОВА: «ФРАНЦУЗСЕМ ХĂЙСЕН ФОЛЬКЛОРНЕ ПӖЛМЕÇÇӖ»
(Тутарстан чăвашĕсен «Сувар» хаçатĕнче пичетленнĕ)

Ун пирки вăл чăваш халăхӗн Францири официаллă мар элчи теме пулать. Тутарстанран куçса кайсан та ăна чăваш халăхӗн пуласлăхӗ хумхантарма пăрахман. Çавăнпа ют çӗрте те пултарнă таран чăваш культурине аталантарас, унпа тӗнченеГалина паллаштарас ӗçе илсе пырать. Сăмах Пӗкӗлме районӗнчи Наратлăра çуралса ӳснӗ Галина Таймасова (Спиридоновна) çинчен, халӗ вăл Гуртнер хушаматпа çӳрет. Мадам Гуртнер Францин Çурçӗр…

Сургутри чăвашсен ертÿçи Шупашкарта

Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн хисеплĕ хăни Ханти-Манси автономи округĕнчи регион шайĕнче ĕçлекен чăваш наци культура автономийĕн ертÿçи Татьяна Юрьевна Толстова пулчĕ.Татьяна Юрьевна вунă çула яхăн çак пысăк организацине ăнăçлă ертсе пырать. Вăл тăрăшнипе Сургутри чăвашсем тулли те кăсăклă ĕçлесе пыраççĕ, хамăр халăх культурине унти ытти наци çыннисем умĕнче мăнаçлă та сумлă кăтартаççĕ.Татьяна Юрьевна…

Чӳк уйӑхӗнче Хуракасси ялӗнче асӑну комплексне уҫма хатӗрленеҫҫӗ

2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ялӗнче хӑрушӑ пушар пулнӑранпа 60 ҫул ҫитет.1961 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче ҫак ял шкулӗнчи пушарта 106 ача тата 4 вӗрентекен ҫунса кайнӑ. Унсӑр пуҫне чылай ачапа аслисем суранланнӑ.Ҫак хуйхӑ суранӗ халӗ те лӑпланаймасть.Хальхи вӑхӑтра Хуракасси ялӗнчи ҫӑвара хӑрушӑ пулӑма асӑнса асӑну комплексӗ уҫма хатӗрленеҫҫӗ.Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ, Чӑваш…

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ чӑваш алфавитне халалланă Ульяновск облаҫӗнчи палӑкӗн проектне пурнăҫа кĕртнине ырлать, пархатарлă тесе шутлать Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев  хăйĕн ĕҫ укҫин пĕр пайне ҫĕнĕ чăваш ҫырулăхне чĕртсе тăратас тесе палăртакан  Чӗмпӗрте чӑваш алфавичӗн палӑкне туса лартма куҫарнă. Ҫак кунсенче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Хыпар» хаҫата интервью панă, унта вăл «Ульяновск облаҫӗнчи Чӑваш наципе культура автономийӗ»…

Чăваш наци конгресӗн Президиумӗн ларӑвӗ пулать

Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 12.00 сехетре  ЧНК  лару пӳлӗмӗнче конгресс Презиумӗн ларӑвӗ иртет.Черетлӗ ларури тӗп ыйту — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ялӗнче 1961 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчи хӑрушӑ пулӑма асӑнса ҫав вырӑнта «Хурланакан амӑшӗ» палӑка лартасси ҫинчен.Иккӗмӗш ыйту -ЧНК XI Аслӑ Пухӑвне хатӗрлегесси.Ларури ытти ыйтусем хушшинче  конгресӑн чи хастар пайташӗсене патшалӑх наградисем пама документсем тӑратасси те пулӗ. ЧНК…

Ҫуралнӑ кунпа, Шупашкарӑм!

Хисеплӗ тусӑмӑрсем! Шӗкӗр хуламӑрӑн, Шупашкарӑн Ҫуралнӑ кунӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!Тӗп хуламӑр кунсерен чечекленсе, хӑтлӑланса, ӳссе пырать.Унӑн ҫыннисем ӗҫчен те тарават, кӑмӑллӑ та сумлӑ.Малашне те юратнӑ хуламӑрӑн, унта пурӑнакансен пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлер, чӑвашлӑха ҫӳллӗ шайра упраса аталантарар! Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов. #Чӑвашнациконгресӗ #Шупашкар #Шупашкарҫуралнӑкунӗ #НиколайУгаслов