Ҫӗмӗрлере Акатуй иртрӗ

«Ҫӗмӗрлере Акатуй тӗлӗнмелле илемлӗ иртрӗ: юрларӗ те, ташларӗ те…»- пӗлтерет Чӑваш наци конгресӗн вырӑнти ертӳҫи Андрей Мостайкин Чӑваш Республикинчи Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчен. Елизавета Долгова

Мускавра Акатуй иртрӗ

Чăвашсен йăлана кӗнӗ чи паллă уявне, Акатуя, çӗртме уйăхӗн 18-мӗшӗнче Раҫҫей тӗп хулинче, Мускавра паллă турӗҫ. Кăҫалхи уява Мухтавлă ентешсен Ҫулталăкне халалларěҫ. Акатуя Федераллă чăваш наци культура автономийěпе Мускаври чăваш наци культура центрě тата Чăваш Республикин Раҫҫей Федерацийěн Президенчě çумӗнчи Полномочиллӗ представительстви пěрле тăрăшса йěркелерěҫ. Вăл Мускаври Нацисен Ҫуртěнче иртрě. Уяв лапамě ытти ҫулхипе танлаштарсан…

Шупашкарта ҫӗрпе суха уявӗ кӗрлерӗ

«Салам пурне те! Паян Шупашкар районӗнче те ҫӗрпе суха уявӗ кӗрлерӗ! Акатуй чӑнласах тивӗҫлӗ шайра иртрӗ! Кирек ӑҫта пурӑнсан та чӑваш хӑйӗн йӑли-йӗркине тытса пырать,чӗлхине упрать. Ҫитӗнекен ӑрӑва та ҫапла тума вӗрентет.» — пӗлтерет ЧНК вырӑнти ертӳҫи Надежда Васильева. Сӑнӳкерчӗкӗсене «Мӑчаварпа юнашар» тата «Акатуй пуҫланчӗ» ҫырса палӑртнӑ Надежда Викторовна. Елизавета Долгова

Трак ӗнре Акатуй иртрӗ

«Трак енре паян Акатуй уявӗ иртрӗ. Вӑл, ытти ҫулсенчи пекех, кӑмӑллӑ, хаваслӑ, чаплӑ пулчӗ. Хаклӑ хӑнасемпе Трак ен ҫыннисем Кану ҫурчӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсен юрри-ташшипе килленчӗҫ, ал ӗҫ ӑстисен куравӗсемпе паллашрӗҫ, ял тӑрӑхӗсен хӑтлӑ «кил-ҫурчӗсенче» пулса курчӗҫ, тутлӑ шӳрпепе сӑйланчӗҫ, спорт вӑййисемпе кӑсӑкланчӗҫ. Янкӑр тӑрӑ тӳпе, кӑпӑшка шурӑ пӗлӗтсем, сарӑ хӗвел — ҫынсен уяв кӑмӑлне тата…

Мускаври Акатуй саманчӗсем

Мускаври Акатуй саманчӗсене ЧНК пайташӗсем сӑнӳкерчӗкӗсенче уҫса кӑтартаҫҫӗ тата Мускаври Акатуйӑн тӳрӗ кӑтартӑвне ҫак ссылкӑсемпе курма май пуррине пӗлтереҫҫӗ: https://vk.com/wall-213887660_1 https://m.ok.ru/live/3742224817764 Елизавета Долгова

Акатуй Мускавра хӗрсе пырать

«Акатуй Мускавра хӗрсе пырать, — хыпарлать тӗп хуларан ЧНК президиумӗн пайташĕ Зоя Яковлева. — Мускав Акатуйне Елчӗк ентешлӗх пӗтӗмпех йӗркелет! Тамара Ишмуратова ертсе пырать, режиссёрӗ — Алина Варна, режиссёра пулӑшаканӗ — Любовь Кудрявцева. Елизавета Долгова (сӑнӳкерчӗкӗсем Зоя Яковлевӑн)