Янкас вулавӗсем
«Паян Чӑваш наци конгресӗн Трак енри уйрӑмӗн ӗҫ йӗркипе килӗшӳллӗн округри Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗпе пӗрле Вӗрентекен ҫулталӑкне халалласа «Янкас вулавӗсем» наукӑпа таврапӗлӳ конференцийӗ пулчӗ, — пӗлтерчӗ ЧНК вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи Зинаида Михайловна. — Вӑл кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут иртрӗ. Конференцие хутшӑннисем Трак енри Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗсен…