Чӗмпӗрте «Акатуй» пуҫланчӗ
ЧНК культура комитечӗн ертӳҫи Вера Архипова: «Чӗмпӗрте «Акатуй» пуҫланчӗ,» — тесе пӗлтерет… Елизавета Долгова (сӑнӳкерчӗкӗсем Вера Архиповӑн)
ЧНК культура комитечӗн ертӳҫи Вера Архипова: «Чӗмпӗрте «Акатуй» пуҫланчӗ,» — тесе пӗлтерет… Елизавета Долгова (сӑнӳкерчӗкӗсем Вера Архиповӑн)
«2022 ҫулхи «Музейсен каҫӗ» ҫывхарать!» — пěлтерчěç паян Таллинри чăвашсем. Ҫу уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенче Эстонири Таллин хулинчи чӑваш халӑх культурин Музейӗ «Музейсен каҫне» йыхравлать… Уяв асăннă кунсенче кашни каçах 18:00 сехетрен пуçласа 23:00 сехетчен пырать. Мěнле асамлă самантсем кěтеç-ши пире «Музейсен каçěсенче»? Елизавета Долгова
Ҫу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулин 18-мĕш лицейĕнче çĕнĕ чăваш çырулăхне тăвакан аслă Вĕрентÿçĕн Иван Яковлевăн ăс-хаклăлĕпе пултарулăх еткерне тишкерес, унăн хайлавĕсене палăртуллă вулас, ачасен пуплев культурине ÿстерес тĕллевпе «Ăслă кĕнеке çемьене çирĕплетме пулăшать» онлайн мелĕпе çемье вулавĕн конкурсĕ иртрĕ. Яковлев хайлавĕсене вулакансен пултарулăх ăмăртăвне хулан тĕрлĕ шкулĕсенче 1–8-мĕш класĕсенче вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ хастар хутшăнчĕç.…
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Купӑрля (Юрмекейкино) ялӗнче анлă тавракурăмлă ăсчаха, вун-вун тĕпчев ĕçĕн авторне, чăвашсен чи малтанхи профессионал фольклористне, этнографне, историкне, музыка тĕпчевçине, обществăпа политикăн паллă ĕҫченне Н.В. Никольскийне халалланӑ митинг иртрӗ… 144 ҫул каялла ҫак ялта чӑваш халӑхӗн чаплӑ ывӑлӗ — истори наукисен докторӗ тата пӗрремӗш чӑваш профессорӗ Николай Васильевич Никольский (19.05.1878 —…
Пухăва Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев савăнăçлă лару-тăрура уçрě. Малтанах ЧНК пěрремěш вице-президентне тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутатне, хупă акционерсен пěрлешěвěн «Тус» тěп директорне Николай Угаслова тата ЧНК вице-президенчěсене «Ырă кăмăллăх» фончěн ертӳçипе Павел Вязовпа Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутатне, «Дент-а-мед» тулли мар яваплӑхлă обществăн тӗп директорне Юрий Зорина тав сăмахěсем каларě. Вице-президентсемпе…
Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн президиум ларӑвӗ иртрӗ… Елизавета Долгова
Чӑваш наци конгресӗн Ваттисен Канашӗн ларӑвӗсем иртрӗç. Ваттисен Канашěн пайташě В.Я. Шадриков «Чӑваш Енри паллӑ ҫынсем» (Выдающиеся люди Чувашии) альбом — кӗнеке кӑларасси ҫинчен пӗлтерчě. Ку питех те паха хыпар пулчě. Ăна сӳтсе явнӑ май Ваттисен Канашӗн пайташӗсем социаллӑ пурнӑҫпа, экономика тата ӑс-хакӑлпа культура отраслӗсен ěçченěсене 13 тěрлě енпе тишкерсе хакларěç. Тивěçлисене вара асăннă кӑларӑма…
Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн конференци залĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен Ассоциацийĕн Килĕшӳ канашĕ вĕренӳ комитечĕпе пĕрле лару ирттерчĕ. Пĕрлехи ларура Ассоциацин 2022 ҫулĕн иккĕмĕш çур çулĕнчи ĕç планĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторне Л.П. Сергеев профессора халалланă «Икĕ тата нумай чĕлхелĕх условийĕсенчи наци чĕлхисемпе литературисем» Пĕтĕм Раççейĕн наукăпа практика конференцине ирттересси, «Кивелмен кĕнекен пархатарĕ» ĕç…
Питěрти чăвашсем Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернěренпе 77 ҫул ҫитнине уявласа Пискарев мемориал масарӗ ҫинче «Анне – Тӑван Ҫӗршыв» монумент умне чечексем хучěç. Вăрçă хирěнче юлнă паттăр салтаксене асӑнма чăвашсен делегацийě çеç мар тата Питěрти национальноҫсен Ҫурчӗн ěçченěсем, наципе культура пӗрлешӗвӗсен, ентешсен тата казаксен обществин пайташěсем пӗрле килнӗ… Чӑвашсен мухтанмалли пурах! Юлашки тӑватӑ ҫул хушшинче…
Хисеплӗ ентешсем, хаклӑ ветерансем! Сире пурне те Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 77 ҫул ҫитнипе чун-чӗререн саламлатӑп! Ҫулсем иртнӗҫем ҫак уявӑн пӗлтерӗшне, хакне хытӑрах ӑнланса пыратпӑр, ӑна тата та пысӑкрах тимлӗх уйӑратпӑр. Ҫутӑ та лӑпкӑ тӳпене сыхласа хӑварассишӗн тӑрӑшса, вӑрҫӑра чылай терт курса асапланнӑ ветерансене тата Тӑван Ҫӗршыва сыхлакан ытти салтаксене пурне те чун-чӗререн тав…