Шӑматкун Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗ лармана килчӗ.

    Комитет пайташӗ Антонина Андреева тусӗсене ҫӑм арлама вӗрентрӗ. Ал ӗҫне комитет пикисем хӑварт алла илчӗҫ. Ӗҫе кал-кал пыма юрӑ-ташӑ пулӑшрӗ. Каччисем те ют мар, комитет пайташӗсен мӑшӑрӗсем. Ташӑ ӑсти, комитет пайташӗ Надежда Васильева хӗрарӑмсене чӑваш ташшин хусканӑвӗсене вӗрентрӗ. Ӗҫленӗ май ҫитес ҫулхи ӗҫсене планлама та ӗлкӗрчӗҫ хастар хӗрарӑмсем. «Чӑваш халӑхӗ авалтан ӗҫленӗ ӗҫсене,…

Республикӑра «Çĕр пин тĕрĕ тĕнчинче» акци вĕçленчĕ.

2020-мĕш ҫултан пуçласа Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн О.А. Николаев Указӗпе килĕшÿллĕн юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чӑваш тӗррин кунӗ иртет. Тӗрӗ – чӑваш халӑхӗн наци мӑнаҫлӑхӗ.  Чӑваш халӑх поэчӗ Порфирий Афанасьев ҫырать: «Чӑвашпа эреш ӗмӗрсем хушши асамат кӗперӗ пек йӑлтӑртатаҫҫӗ: пӗтӗм ҫут тӗнчене сӳнми ҫутӑпа ялкӑшаҫҫӗ» Ҫак куна халаласа «Чӑваш наци конгресӗ» регионсем хушшинчи общество перлешĕвĕ айккинче юлмарӗ.…

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташĕ Мария Александровна Горшкова пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ…

Мария Горшкова Елчĕк районĕнчи Вырăскасси ялĕнче 1960 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче çуралнă. Мария мĕн пĕчĕкрен искусство тĕсĕсене пит ăнлансах кайман пулин те телевизорпаопера, балет, оперетта пăхма кăмăлланă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра юрă, ташă кружокĕсене çÿренĕ. Ялти шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн çамрăк хĕр аслă аппăшĕсем ăс панипе Шупашкарти финанспа экономика техникумне çул тытнă. Шăпа ăна каярах…

Паян, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, В. Л. Клементьев, Чӑваш наци когресӗн ячӗпе Юхма Михаил Николаевича — чăваш çыравçине, историкне, сăвăçине,  драматургне, Чăваш Республикин халăх çыравçине хисеп хучӗпе чысларӗ   Вӗренӳ комитечӗн пайташӗсем ҫирӗп сывлӑх, икселми телей тата ҫӗнӗ кӗнекесем ҫырма вӑй-хал, ӑнӑҫу сунчӗҫ  

Праздник «День чувашской вышивки»

Осенним вечером члены «Региональной национально – культурной Автономии чувашей Самарской области», девчата женского клуба «Палан», собрались дома у Лидии Микушкиной, принесли свои вышивки, полотенца, платочки и провели «Улах». Пели песни, делились секретами чувашской вышивки, мастерством и умением вышивать, вязать. Вспоминали чувашские вечерки, как в молодости пели, танцевали, играли в игры и как в эти вечера…

Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ В. Л. Клементьев Михаил Николаевич Юхма патӗнче хӑнара пулнӑ.

  Юхма Мишши (Юхма Михаил Николаевич)— чăваш çыравçи, историкĕ, сăвăçи, драматургĕ, Чăваш Республикин халăх çыравçи   Чăваш, Тутар, Удмурт, Мари Эл Республикисен культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Пĕтĕм тĕнчери «Информациллĕ обществăна аталантарас ĕçри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» аслă орденĕн, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕн кавалерĕ, çавăн пекех Турцин чи хисеплĕ» Тĕрĕк халăхĕсен умĕнчи тава…