Чӑваш ачи чӑвашах
Ака уйăхěн 23-мěшěнче Чăваш Енри Муркаш тăрăхěн Калайкасси ялěнчи шкулта савăнăçлă лару-тăрура мухтавлă ентешсен Çулталăкне тата чăваш чěлхи Кунне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» республика шайěнчи VI-мěш фестиваль иртрě. Хăнасене шкул ертӳçи Татьяна Аркадьевна Ершова çăкăр-тăварпа кěтсе илчě. Шкул ачисем вěрентекенсемпе пěрле авалтан пыракан йăла-йěркепе килěшÿллěн алла-аллăн тытăнса вăйă картипе уява уçрěç. Чăваш Республикин вĕренÿ институчěн проректорě Светлана Владимировна Петрова пуху…