Ҫӗнтерӳ Кунне халалласа
ЧНК «Хастар» ҫамрӑксен ушкӑнӗ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе Шупашкарти Çӗнтерӳ паркӗнче тӗлпулу йӗркелерӗ. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ В. Л. Клементьев сӑмах тухса каларӗ, сӳнми ҫулӑм умне хастарсемпе, шкул ачисемпе тата ветерансемпе пěрле чечексем хучӗ. Тӑван Çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем чунпа пěрре те ватӑлмаҫҫӗ! Ку питех те савăнтарать-çке. Чи асли – 99 çулти Анна Титовна…