Тěлпулу
Кăрлач уйăхěн 14-мěшěнче Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев патне ӗҫлӗ тěлпулуна Чăваш Республикин муниципалитет пěрлěхěсен Канашěн ěҫтӑвкомӗн ертÿçи Александр Кузнецов килчě. Эпир, çěнě хыпарсене итлеме юратакансем, пěлетпěр ěнтě, çак должноҫа Александр Кузнецова раштав уйăхěн 15-мěшěнче Чăваш Республикин муниципалитет пěрлěхěсен Канашěн правленийěн ларăвěнче суйласа лартнине. Вăл маларах Красноармейски район администрацийěн пуçлăхě пулса ěçлерě. Валерий Леонидович Александр Николаевича 2022 ҫулхи Чăваш наци конгресěн ӗҫ планěпе…