Чăваш наци конгресěнче ěçлеме çамрăксен ушкăнне йěркелесе ярас шухăш питех те тěрěс пулнă-çке!
Кăрлач уйăхěн 13-мěшěнче Чăваш наци конгресěн çамрăксен «Хастар» ушкăнěн кăçалхи пěрремěш пухăвě иртрě. Малтанах ЧНК президенчě Валерий Клементьев калаçрě. Вăл 2022 çула халалланă «Паллӑ чӑвашсем – Раççейри наци пуянлӑхě тата мӑнаçлӑхě» проектпа тата кăçалхи çулăн ЧНК ěç планěпе килěшӳллěн мероприятисем йěркелемелли çинчен каларě, тěрлě грантсем илме май паракан проектсене сÿтсе яврě. Тěрлě регионсене çитсе нумай кăсăклă мероприяти ирттерме хатěрленни çинчен пěлтерчě.
Çамрăк ěçченсем кун йěркине пăхăнса ЧНК «Хастар» ушкăнěн 2022 çулта ирттерме палăртнă мероприятийěсене, Чăваш республикинче пурăнакансемпе çеç мар, регионсемпе те тěл пулса пěрле ěçлес ыйтăва тӗплӗн пӑхса тухрӗҫ. Уйрăмах регионсем хушшинче çамрăксен форумне ирттересси пирки хěрӳллěн калаçрěç.
«Раҫҫей аслӑ еткерлӗхӗпе мӑнаҫлӑ», — тесе ахăртнех ахальтен каламан. Ав еплерех тарăн, ăслă та усăллă шухăшсем çуралаççě çамрăк ěçченсен пуçěсенче! Итлер-ха вěсене тимлěрех.
— Тěрлě акцисем ирттерсе чăваш чěлхине аталантармалла. И.Я. Яковлев çуралнă куна халалласа «Чăвашла калаçатăп» акци йěркелетпěр. Çак акцине ирттерме вěренӳ министерствине çырупа тухăпăр. И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн уйрăмěсене пулас студентсене экскурсине илсе килмелле, конкурсем ирттермелле, — сěнет Алексей Зотиков.
— Тата çак ачасене пуçтарса «Хастар» ушкăнăн пěрле чун-чӗререн тěплě калаçусем ирттермелле, — хушса калать Валерий Клементьев.
— Ача çуралсан, ăна больницăран кăларнă чух парнелемелле чăвашла кěнеке, диск, чăваш тěррипе илемлетнě теттесем, — хăйěн шухăшне çутатать Алексей Енейкин. – Тата ача çуралсанах сăпка юрриллě диск парнелесен питех те аван пулать. Çак дисксене Чăваш чěлхи кунне парнелемелле. Чăваш тетти чăваш сăпка юррине юрласа савăнтартăр. Тата конгрес ячěпе шкулсем хушшинче «Чăвашла шкул» акци ирттермелле. Акцисене пуçарма вěрентекенсемпе тěл пулмалла.
Пухура кашни уйăхра паллă çынсене халалласа мероприятисем, хальхи кăрлач уйăхěнче «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» Хусанкая халалланă конкурс ирттересси çинчен калаçрěç. Ěçě ăнса пытăр тесен, акцисене пуçарма вěрентекенсемпе пěрле тачă ěçленин пахалăхě пысăк пулнине палăртрěç. 2022 çул вěçленсен вара çулталăк хушшинче мěнпур ирттернě мероприятисене пěрле пěтěмлетсе фильм ÿкересси çинчен тата Чăваш наци конгресě ячěпе Ютуб канал пуçарса ярассине асăнчěç.
2022 çулхи ЧНК çамрăксен «Хастар» ушкăнěн пěрремěш пухăвěн ěçне хутшăнакансем: ертÿçи Елена Порфирьева, пайташěсем – Татьяна Сорокина, Алексей Зотиков, Алексей Енейкин, Ирина Лампасова, Арина Галкина, Елена Порфирьева, ЧНК президенчě Валерий Клементьев.
Аса илтеретěп, ЧНК çамрăксен «Хастар» ушкăнěн общество пěрлешěвě 2009 çулхи авăн уйăхěн 16-мěшěнче йěркеленнě, часах, авăн уйăхěн 29-мěшěнче, пěрремěш ларăвě пулса иртнě.
Елизавета Долгова