Чǎваш наци конгресĕ çумĕнчи «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пуçарǎвĕпе кǎçалхипе тǎваттǎмĕш çул регионсен шайĕнче «Хĕрарǎм, сан уманта таятǎп пуçǎма» конкурс иртет. Çирĕплетнĕ йĕркепе конкурс икĕ тапхǎрпа иртет.
Кǎçалхи çурла уйǎхĕн 16-мĕшĕнче конкурсǎн пĕрремĕш тапхǎрĕ вĕçленчĕ. Палǎртма кǎмǎллǎ, ялти чǎваш хĕрарǎмĕсен пултаруллǎхĕ ӳссе пыни, чǎвашлǎхшǎн ǎнтǎласси вǎй илни, çемьене пĕрлештерсе тǎракан туртǎм çирĕппи хавхалантарать. Конкурса хутшǎнма 16 хĕрарǎм кǎмǎл турĕç, анчах та шел, конкурс ирттермелли йĕркене пǎхǎнманнисем пилĕккĕн, тӳрех тухса ӳкрĕç. Конкурсǎн пĕрремĕш тапхǎрĕнче кашнин пилĕкшер видео-ролик ярса памалла пулнǎ пулсан, çӳлте асǎннисем вǎхǎтра ярса параймарĕç. Конкурса хутшǎннǎ 11 маттур хĕрарǎм роликсене вǎхǎтра ярса пачĕç.
Жюри пайташĕсем ĕçсене тарǎннǎн тишкернĕ хыççǎн, сакǎр хĕрарǎм – ǎмǎртуçǎ конкурсǎн иккĕмĕш тапхǎрне хутшǎнма тивĕç пулнине çирĕплетрĕç. Вĕсен йышĕнче: Аксендарова Лариса Муркаш районĕнчен, Евдокимова Надежда – Йĕпреçрен; Егорова Анджела — Шǎмǎршǎ районĕнчен; Казначеева Лариса — Ельчĕкрен, Никитина Валентина – Пушкǎрт Республикинчен; Николаева Лариса – Сĕнтĕрвǎрри тǎрǎхĕнчен; Сергеева Алина – Çĕмĕрле тǎрǎхĕнчен; Филимонова Надежда – Çĕрпӳ районĕнчен.
Чǎннипех те вĕсем хисепе, ят-сума тивĕç. Вĕсем умĕче пуçǎма таятǎп.
Тав сǎмахне тивĕç конккурса хутшǎннисем те, Татьяна Сергеева Оренбург тǎрǎхĕнчен, Елена Сергеева Шупашкар районĕнчен, Татьяна Купташкина Ельчĕк тǎрǎхĕнчен. Маттурсем.
Комитет пайташĕсем пĕтĕмлетӳ конкурсне октябрĕн 14-мĕшĕнче Чǎваш Патшалǎх çамрǎксен театрĕнче ирттерме палǎртнине ырларĕç.
Унта иккĕмĕш тура тухма пултарнисем, пултаруллǎ та хастар ялти чǎваш хĕрарǎмĕсем тупǎшрĕç. «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет хастарĕсем йĕркелӳ ĕçĕсене тишкерчĕç, çĕнĕлĕхсем кĕртме, дипломсемпе парнесем хатĕрлеме палǎртрĕç.
Комитет пайташĕн, чǎваш халǎх поэчĕн Светлана Асаматǎн юбилей каçне, вǎл çуралса ӳснĕ Канаш районĕнче ирттерессине сӳтсе яврĕç.
Палǎртмалла, кǎçал регоинсен шайĕнче комитет пуçарǎвĕпе тǎватǎ конкурс ирттерме палǎртрǎмǎр, иккĕшĕ «Çеçпĕл çеçкисем» тата « Чǎваш ачи, чǎвашах» ǎнǎçлǎ иртрĕç, кĕçех «Асаннен асамлǎ юмахĕсем» тата «Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма» конкурссем те вĕçленеççĕ. Пĕри юпа уйǎхĕн пуçламǎшĕнче, тепри Петĕм Тĕнчери ял хĕрарǎмĕсен Кунĕ тĕлне паллǎ пулать. Эпир шǎпах «Чǎваш ялĕн илемĕ – 2022» титула çĕнсе илекен маттур ялти чǎваш хĕрарǎмĕпе паллашǎпǎр.
Çак конкурссене йĕркелесе ирттерессипе комитет пайташĕсем Антонина Андреева, Наталья Николаева, Василиса Иванова, Роза Деменцова курǎмлǎ тӳпе хываççĕ, ЧНКара тимлекен Нина Андреевǎпа Елизавета Долгова тав сǎмахне тивĕҫ».
Юлия Мареева, «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет председателĕ
Сӑнӳкерчӗкӗсем Елизавета Долговӑн