





































Уява Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угасловпа конгресс хастарĕсем хутшăнчĕç.
Акатуя пуçтарăннисене облаç кĕпĕрнаттăрĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алексей Русских, хула Пуçлăхĕ Сергей Панчин, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Владислав Третьяк, Чăваш Республикин культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова, ЧНК президенчĕ Николай Угаслов тата ытти сумлă хăнасем саламларĕç.
«Хаклă хăнасем! Акатуй вăл авалтан пыракан уяв. Эпир хамăрăн йăх-несĕлсен ырă йăлине малалла ăнăçлă тăсатпăр.
Чĕмпĕр тăрăхне килнĕ май сип-симĕс уйсемпе çарансене курсан чун савăнать. Кунта ĕçчен çынсем пурăнни уççăн курăнать. Хисеплĕ кĕпĕрнаттăр Алексей Юрьевич! Эпĕ сире манăн халăха, чăвашсене хисеплесе сума сунишĕн, вĕсем валли ĕçлеме тата пурăнма хăтлă майсем туса панишĕн чунтан тав тăватăп», — терĕ Акатуй тĕп сцени çинчен Николай Федорович Угаслов. Унтан вăл чи хастаррисене ЧНК Хисеп тата тав хучĕсемпе чысларĕ.
Чĕмпĕрти Акатуй чăннипех те кунти чăвашсемшĕн кăна мар, ытти наци çыннисемшĕн, Чăваш Ен тата ытти регионсен чи паллă уявĕ пулса тăчĕ. Кунта 120 тĕрлĕ наци çынни туслăн килĕштерсе пурăнать. Пур халăх ывăл-хĕрĕ те Акатуйра савăнчĕ.
Пурĕ праçникре 10 тĕрлĕ лапам йĕркеленĕ: Ача-пăча лапамĕ, çамрăксем валли, «Янра, хуткупăс», Кĕрешу, Наци вăййисен тата ыттисем.
Пурĕ 30 яхăн пултарулăх коллективĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Чăваш Енрен уйрăмах пысăк ушкăнсем Елчĕкпе Элĕк районĕсенчен килнĕ, «Сувар», Асамат» тата ытти ушкăнсем те уява çитнĕ. Унсăр пуçне Тутарстан. Самар облаçĕн чăваш юрăпа ташă коллективĕсем савăнăçлă уявра хутшăнма кăмăл тунă.
Пурин валли те Акатуйра кăсăклă та усăллă япаласем туллиех пулчĕç.
Чăнахах та, чăвашсем ĕçлеме те, савăнма та аван пĕлеççĕ. Çакна Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Чăваш наци культура автономийĕн ертÿçи Олег Мустаев хăйсен чи маттур хастарĕсене парнесемпе тата Хисеп хучĕсемпе чысланă май палăртсах каларĕ.
ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева
(авторăн сăнÿкерчĕкĕсем).