Чăваш наци конгресĕн хыпарěсем

Г.Н. Волков академике асӑнса

Г.Н. Волков академика асӑнса… 2022 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнчӗ Г.Н. Волков академик ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитрӗ. Ку ятпа Шупашкарти 12-мӗш шкулта педагогсен наукӑпа меслетлӗх конференцийӗ «Халӑх вӗрентӗвӗн йӑла-йӗркийӗ – вӗрентекенӗн чун-чӗре культурин тӗп шӑнӑрӗ» ятпа иртрӗ.. Конференцие хулари чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем ҫеҫ мар, пӗтӗм республикӑри учительсем хутшӑнчӗҫ. Кунсӑр пуҫне Тутар, Пушкӑрт Республикисенчен, Мускав облаҫӗнчен педагогсем…

Литература музыка каҫӗ ӑшӑ иртрӗ

Юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулин С. Маршак ячĕпе хисепленекен библиотекăра чăваш халăх поэтне Светлана Асамата халалласа литературăпа музыка каçĕ иртрĕ. Кăçал çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче хисеплĕ Светлана Васильевна 70 çулхи юбилейне паллă турĕ. Литературăпа музыка каçне йĕркелекенсем Çĕнĕ Шупашкар хулин Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕ тата чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен меслетлĕх пĕрлешĕвĕ пулчĕç. Уяв каçне…

Ахах-мерчен аваллӑхӗ

Екатерина Ефремова ячĕллĕ «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» фестиваль Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче 14.00 сехетре пуҫланать… Хаклă ентешĕмĕрсем! Пурне те хапăл тусах кĕтетпĕр! «Аваллăхсăр малашлăх çук», — теççĕ халăхра. Ĕмĕрсен тăршшĕнче тытса пынă ырă йăла-йĕрке аваллăхра кăна ан юлтăр тата чӑвашсен паллӑ ҫыннисен эткерлӗхне тӗрлӗ халӑх патне илсе ҫитерес енӗпе Чӑваш наци конгресӗн культура…

Икӗ енлӗ Килӗшӳ

2022 çулхи юпа уйăхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тěп хулин Халӑхсен туслӑх çуртӗнче «Пӗлсем пирӗннисене» («Знай наших») Ентешсен форумě иртрӗ. Тӗлпулун тӗллевӗсенсен пӗри — «Чӑваш наципе культура пӗрлешӗвӗсем: ӗнер, паян, ыран» («Чувашские национально-культурные объединения: «вчера, сегодня, завтра») темӑпа ҫавра сӗтел ирттересси пулчӗ. Ҫавра сӗтелӗн пӗтӗмлетӗвӗ — Раҫҫей Федерацийӗн наципе культура автономийӗ тата «Чӑваш наци конгресӗ» регионсен…

Пӗлтерӳ

2022 ҫулхи юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 13:00 сехетре Шупашкарти Халӑхсен туслӑх ҫуртӗнче Чӑваш Республикин культура, наци, информатика политикин тата архив ӗҫӗн министерстви пуҫарӑвӗпе «ҫавра сӗтел» иртет. «Ҫавра сӗтеле» Чӑваш наци конгресӗн президиум тата Раҫҫей Федерацийӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн Канашӗн пайташӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Канашлура конгреспа автономи пайташӗсем икӗ енлӗ килӗшӳ тӑвас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Чӑваш наци конгресӗн…

Уҫӑ алӑксен Кунӗ

Авăн уйăхӗн 23-мӗшӗнче Чăваш наци конгресěн ěç планěпе килěшÿллěн Канаш районěнче уçă алăксен Кунě иртрě. Ку уява конгресěн президенчӗ Валерий Клементьев ертсе пынипе Шупашкартан тата республикӑн тěрлě кěтесěнчен ЧНК районсенчи вырăнти уйрăмсен ертÿçисен пысӑк делегацийӗ хутшăнчě. Чи малтанах Ҫеçпěл Мишшин палăкě умěнче митинг пулчě. Пухăннисем кăвар чěреллě чăваш халăх ывăлне пуç тайрěç. Чăваш сăвăçи куçне…

Культура комитечӗн ларӑвӗ иртрӗ

Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн ларӑвӗ иртрӗ. Комитет кун йӗркипе килӗшуллӗн виҫӗ ыйту пӑхса тухрӗ. Ӗҫтешсем кӑҫалхи ҫулталӑкӑн пуҫламӑш ҫур ҫулӗнче туса ирттернӗ ӗҫе пӗтӗмлетрӗҫ. Чӑваш наци конгресӗн 30 ҫулне халалланӑ раштав уйӑхӗн 3-4-мӗш кунӗсенче пулмалла мероприятисен программипе тата сценарипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» наци костюмӗн регионсем хушшинчи III фестиваль-конкурсне…

Чӑваш Республикин культурӑн тавах тивӗҫлӗ ӗҫченӗ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуш уйӑхӗн 31-мĕшĕнче кăларнă Указĕпе килĕшÿллĕн культурăра нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн Чăваш наци конгресĕн культура комитечӗн пайташне, ТЮЗăн аслă администраторне Роза Витальевна Степановăна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Хисеплěрен те хисеплě Роза — Кěлчечек! Сире Чăваш Енěн пултаруллă та маттур юрăçне, Чăваш наци конгресěн культура…