Хаклă тусӑмӑрсем! Хисеплě ентешсем! Сире юратнă хуламăрăн Шупашкарăн Ҫуралнӑ кунěпе чун-чӗререн саламлатӑп! Чăваш Енěн тӗп хули çултан çул чечекленсе, хӑтлӑланса, ӳссе пырать. Унӑн ҫыннисем ӗҫчен те тарават, кӑмӑллӑ та сумлӑ. Вěсен хушшинче мухтава тивěçлě ентешсем чылай. Ахальтен мар тăван хуламăра шурă Шупашкара, кунта пурăнакан паллă çынсене нумай сăвă-юрă халалланă. Малашне те юратнӑ хуламӑрӑн пуласлӑхӗшӗн хастар…
Чăваш наци конгресĕн хыпарěсем
Луганскпа Донецк тӑрӑхӗнчен 92 шкул ачи килнӗ
«Луганскпа Донецк тӑрӑхӗнчен килнӗ 92 шкул ачи Шупашкарта, Чӑваш патшалӑх университетӗнче икӗ сменӑпа пӗр уйӑха яхӑн пурӑнчӗҫ. Вӗсем валли профиллӗ сменӑсем йӗркелесе вуншар мастер-класс, экскурсисем ирттертӗмӗр. Паллах, «Чӑваш арчи» проектпа пӗрле. Ачасем чӑваш культурипе, чӑваш чӗлхипе паллашрӗҫ, чӑваш канфетне, пылак пӑрне килӗштерчӗҫ. Чӑваш Ене юратрӑмӑр терӗҫ. Эпир те вӗсене килӗштертӗмӗр», — пӗлтерчӗ Чӑваш наци конгресӗн…
«Атӑлсем» патӗнче хӑнара
Ҫурла уйăхěн 12-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн делегацийě Оренбург облаҫӗнче салтаксем вырнаҫнӑ вěренÿ полигонне пуçтарăнса тухса кайрӗ. Делегаци йышěнче конгресс президенчě Валерий Клементьев, президент советникěпе Алексей Муллин, президиум пайташě Ирина Лампасова тата конгресс пайташěсем – артист ушкăнě пулчěç. Конгресс делегаципе пěрле Оренбург, Пушкăрт тăрăхěсенчи чăвашсем те тěлпулăва хутшăнчěç. Ҫула тухас умěн темиçе кун маларах В.Л. Клементьев…
Анатолий Кибеч 85 ҫул тултарчӗ
«Ҫурла уйăхěн 10-мěшěнче чăваш халăх çыравçине Анатолий Ильин Кибече 85 çул тултарнипе саламлама К.В. Иванов музейне чылай хăна пуçтарӑнчě. Вěсен хушшинче Чăваш наци конгресěн пайташěсем те чылай. Анатолий Кибеч – Чăваш наци конгресне уçса йěркелекенсенчен пěри. Чылай çул вăл Ваттисен канашне те ертсе пынă. Халě те пухусенче хастар хутшăнать, чăваш халăхне кирлě тěрлě кăткăс ыйтусене…
Чӑваш пики Парижран килнӗ
Паян, çурла уйăхěн 9-мěшěнче, Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев чикě леш енче пурăнакан чăваш пикипе, Францин Париж хулинчи Чӑваш наципе культура автономийӗн ертÿçин çумěпе Галина Таймасовăпа тěл пулчě. Аякран килнě хăна Франци чăвашěсем мěнле шухăш-кăмăлпа пурăннине уçса кăтартрě. Ěçлě калаçура 2022 çулхи чÿк уйăхěнче Геннадий Айхине халалласа Парижра мероприяти ирттерме палăртнине пěлтерчě: «…Ку пирěн…
Ҫуралнӑ кунпа ҫаламлатпӑр
Хисеплě Анатолий Ильич! Сире çуралнă кунпа, çавра çулпа чун-чěререн саламлатпăр! Кун-çулăр сакки вăрăм та анлă, çемьере мăшăрпа, ачасемпе, мăнуксемпе телей курса пурăнмалла пултăр. Пурнăçра чăваш юманě пек çирěп сывлăх, хур-кайăк çулě пек вăрăм кун-çул, иксěлми вăй-хăват паракан юрату, ырлăхпа тăнăçлăх, çителěклě пурнăç сунатпăр. Малашне те чăваш халăхěшěн ырă ěçсем тума вăй-хал тапса тăтăр! Чăваш наци…
А.Кибеч 85 ҫул тултарать
Ҫурла уйăхěн 10-мěшěнче чӑваш прозаикӗ, поэт тата драматург, педагог, Чӑваш Республикин халӑх писателӗ, педагогика наукисен кандидачӗ, ЧАССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тата Раççей çыравçисен Пěрлешěвěн пайташě Анатолий Ильич Кибеч 85 çул тултарать. Анатолий Кибеч 1937 çулхи çурла уйăхěн 10-мěшěнче Чăваш Енěн Канаш тăрăхěнчи Чул кăмака (Челкумаги) ялěнче çуралнă. Ялти шкул хыҫҫӑн Канашри педагогика училищинче вěреннě.…
Эстонире уяв иртнӗ
Эстони тĕп хулинче Пярнура утă уйăхĕн 30 — 31мĕшĕнче тĕрлĕ халăхсен пултаруллăхĕпе паллаштаракан лару — тăру иртнĕ, унта Нарвăри Чăваш культурă ушкăн «Нарспи» ушкăнĕ те хутшăннă. Пирĕн калаçу çакăн çинчен пулать, паян сирĕнпе сăнÿкерчĕксем калçаççĕ. Итак, наступило время фотоотчета и рассказа о XXII Пярнусском фестивале, который проходил в летней столице Эстонии — Пярну. В этом…
Саратов облаҫӗнче Акатуй кӗрлесе иртрӗ
Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Саратов облаҫӗн Пасар-Карапулак районӗн Шняево (Ĕшнеуй, Шнеуй, Шнейӳ) ялӗнче чӑваш наци уявӗ «Акатуй» иртрӗ. Муниципалитет пӗрлӗхӗсем тӑрӑшнипе чӑваш, мордва, тутар, вырӑс наци кил-картишӗсем тата уйрӑм куравсем ӗҫлерӗҫ. Кӑмӑл тӑвакансем пурте ӑстаҫӑ урокӗсене кӗрсе пукане тума-илемлетме е наци эрешне тӗрлеме пултарчӗҫ. Чӑваш уявне ирттермелли вырӑна ӑнсӑртран суйламан иккен. Шняевӑпа кӳршӗри Шурӑ Ту ялсенче…
«Чӑваш хӗрарӑмӗ» ҫул ҫӳревре
Паян «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитет пайташӗсем туслӑ ушкӑнпа ҫул сӳреве тухса килчӗҫ. «Анлӑ Атӑл ытамӗнче» ятпа иртнӗ ҫул ҫӳреве интереслӗ маршрутпа ирттертӗмӗр. Чи малтанах Каршлӑхри арҫынсен Александр Невский мӑнастирӗнче пултӑмӑр. Кунта Георгий атте кӑсӑклӑ экскурси ирттерчӗ. Мӑнастир пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. Эпир кунти храмсенчи турӑшсем умне ҫуртасем лартрӑмӑр, манахсен апат-ҫимӗҫне астивсе пӑхрӑмӑр. Георгий атте пире кӗлӗ сӑмахӗсем…