Чăваш наци конгресĕн хыпаресем

Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем Мускавран килнĕ пысăк хăнасемпе тата Чăваш Ен ертÿлĕхĕпе тĕл пулчĕç

Паян, çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче Наци библиотекинче Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем РФ Патшалăх Думин Национальноçсен ĕçĕсем енĕпе тимлекен комитечĕн председателĕпе, совет тата Раççей футболисчĕпе, тренерĕпе, тĕнче класлă СССР спорт мастерĕпе, Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕпе Валерий Газзаевпа, вăл ертсе пыракан ушкăнпа, Чăваш Ен Пуçлăхĕпе, Патшалăх Думин депутачĕсемпе тата республика министрĕсĕмпе тĕл пулчĕç.Çавра сĕтелте Патшалăх наци политикин ыйтăвĕсене,…

Большой Акатуй на ленинградской земле объединил представителей чувашской диаспоры

В Ленинградской области состоялся традиционный праздник – Чувашский Акатуй. Его организаторами выступили Дом дружбы Ленинградской области и областное Чувашское культурное общество при поддержке местной администрации и Чувашского национального конгресса. На территории музея-усадьбы Приютино во Всеволожском районе праздник объединил все чувашские организации и чувашские творческие коллективы на ленинградской земле. Приветственную телеграмму землякам и всем участникам праздника…

Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн ларăвĕ

Воробьев композиторсен урамĕ, 10,Чăваш наци конгресĕн çурчĕ.2021 çулхи çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕ,17.30 сехет Кун йĕрки. 1.Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕн ларăвĕнче пăхса тухмалли тĕп ыйтусем çинчен.2.Раççей Патшалăх Думин наци ĕçĕсен Комитечĕн председателĕпе В.Г.Газзаевпа тĕл пулни çинчен информаци. Награда пама тăратнă материалсене пăхса тухасси. Тĕрлĕ ыйту. Чăваш наци конгресĕн Ĕçтăвкомĕ

«Вĕри юнлă» поэтăн Шупашкарти палăкĕ умĕнче уяв митингĕ иртрĕ

Çу уйăхĕн 27-мĕшĕ чăваш литературине юратакансемшĕн пысăк уяв. Вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ çуралнăранпа 131 çул çитрĕ. К.В.Иванов ячĕ, сумĕ –вилĕмсĕр. Вăл чăваш литературине çуллĕ шая çĕкленĕ поэт. Унăн ячĕ мĕн пур тĕнчери халăх умĕнче чаплă, мухтавлă, ĕмĕрсен ĕмĕрĕнче пурăнакан ят.Çак шухăша вилĕмсĕр поэтăн Шупашкарти палăкĕ умне пуçтарăннисем те палăртрĕç.«Эпир Константин Иванова нихăçан та манмастпăр. Паянхи…

«Кĕмĕл тенкĕсен ялтравĕ» куравĕ уçăлать

Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче 16 сехетре Чăваш тĕррин музейĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн тата халăх ăстинсен маçтăрĕн Зинаида Ивановна Вороновăн «Кĕмĕл тенкĕсен ялтравĕ» куравĕ уçăлать.Кунта З.И. Вороновăн нумай çул хушши хăй аллипе шăрçа-тенкĕрен пуçтарнă чăваш тумĕн капăрлăхĕсене курма пулать. Вĕсене вăл авалтан килекен йăлана пăхăнса ăсталанă. Çав вăхăтрах хăй те мĕн те пулсан çĕннине…

Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ çĕртмен 24-мĕшĕнче иртӗ

Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Правительство çуртĕнче Республика кунне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕ пулчĕ. Чăваш Енĕн паллă та пĕлтерĕшлĕ уявне çулленех сумлă ирттереттĕмĕр, унта республика çыннисемсĕр пуçне çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан йăхташсем, республикăн ĕçлĕ партнерĕсем хутшăнатчĕç. Иртнĕ çул, паллă сăлтавсене пула, Республика кунне онлайн мелĕпе йĕркелеме тиврĕ. Кăçал вара, Роспотребнадзор ыйтакан условисене тĕплĕн шута…

Шанăç паракан ятсем

14 Çу, 2021 Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕ Иван Яковлев «Чăваш халăхне» халала çырнăранпа — 100 çул, çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнĕ ятпа регионсен шайĕнче «Çĕнĕ хум» литература конкурсĕ ирттерчĕ. ЧНК вĕренӳ комитечĕн председателĕ, жюри членĕ Геронтий Никифоров пĕлтернĕ тăрăх, çамрăк çыравçăсен пултарулăх ăмăртăвне Чăваш, Тутар республикисенчи тата Чĕмпĕр облаçĕнчи шкул ачисемпе…

Пултаруллă та хастар вӗрентекен!

Ҫак кунсенче Петрова Татьяна Николаевна хăйĕн сумлă юбилейне паллă тăвать. Вăл 38 ҫул ĕнтĕ шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет.Петрова Татьяна Николаевна ĕҫ биографине 1978-мĕш ҫултах пуҫланă. Тин шкул пĕтернĕскер, Вăрнар районĕнчи Кĕҫĕн Явăш вăтам шкулĕнче аслă вожатăй пулса пĕр ҫул ĕҫленĕ. Хăйĕн чун туртăмне тĕрĕсленĕ пуль. Йăнăшман ҫамрăк хĕр. Ачасемпе ĕҫлесси хăйĕн тур пани…

Хисеплӗ ентешсем, хаклӑ ветерансем!

Сире пурне те Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 76 ҫул ҫитнипе чун-чӗререн саламлатӑп!Ҫулсем иртнӗҫем ҫак уявӑн пӗлтерӗшне, хакне хытӑран ӑнланса пыратпӑр, ӑна тата та пысӑкрах тимлӗх уйӑратпӑр.Пурне те тӑнӑҫлӑх, телей, ӑнӑҫу сунатӑп. Кашни ҫемьере ӑнлану, килӗшӳ, Туслӑх хуҫалантӑр.Ветерансене уявра кӑна мар, яланах тимлӗх уйӑрар. Вӗсем ҫутӑ та тӑнӑҫлӑ пурнӑҫшӑн тӑрӑшса чылай терт курса асапланнӑ.Нихӑҫан та…