Чăваш наци конгресĕн хыпарěсем
«Паян Чӑваш наци конгресӗн Трак енри уйрӑмӗн ӗҫ йӗркипе килӗшӳллӗн округри Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗпе пӗрле Вӗрентекен ҫулталӑкне халалласа «Янкас вулавӗсем» наукӑпа таврапӗлӳ конференцийӗ пулчӗ, — пӗлтерчӗ ЧНК вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи Зинаида Михайловна. — Вӑл кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут иртрӗ. Конференцие хутшӑннисем Трак енри Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗсен…
Шупашкар муниципаллӑ округӗн ЧНК вырӑнти уйрӑмӗ вӗренӳ управленипе пӗрле «Чӑваш апачӗ пӗҫерекенсен ӑсталӑхӗ» конкурсне ирттертӗмӗр.Чӑваш йӑли-йӗркине пӑхӑнса хатӗрленӗ ҫак ӗҫе. Чӑваш апачӗсем ҫинчен пӗлни тата чӑвашла каласа панине итлеме питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ, — хыпарларӗ Чӑваш наци конгресӗн Шупашкар округӗн вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи Надежда Васильева
«Телейлӗ ачалӑх» ӑмӑрту страницисем… — хыпарларӗ Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн ертӳҫи Вера Архипова
В киноконцертном зале Санкт-Петербургского военно-морского политехнического института в рамках празднования Дня защитника Отечества Чувашская национально-культурная автономия Санкт-Петербурга, Чувашская РОО «Союз женщин Чувашии» и Чувашская РО ОООИВА – «Инвалиды войны» организовали шефский концерт для курсантов и военнослужащих института. Для этого в институт приехали Ансамбль Главного управления МЧС России по Чувашской Республике «Служу Отечеству», чувашский фольклорный ансамбль…
Паян, нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне уявлатпӑр! Хисеплĕ ентешсем, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем! Сире паянхи пысӑк пӗлтерӗшлӗ уявпа чун-чӗререн саламлатпӑр. Сире, ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланӑ тата пурнӑҫлакан тӑван халӑх ывӑлӗ-хӗрӗсене, хисеплесе, сирӗн хастарлӑха, пултарулӑха, паттӑрлӑха сума суса сирӗн умра пуҫӑмӑрсене таятпӑр. Юман пек ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу, телей сунатпӑр. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев
Халǎхǎмǎрǎн ырǎ йǎли-йĕрки ан манǎçтǎр, ламран-лама куçса пытǎр… Республикǎра кǎçал Телейлĕ Ачалǎх ҫулталǎкне халалласа тĕрлĕ ĕç-пуç йĕркелесе ирттерес юхǎм анлǎ сарǎлчĕ. Шǎпах çак пĕлтерĕшлĕ пулǎма тата Тǎван чĕлхе кунне халалласа Хĕрлĕ Чутайӑн муниципаллӑ округӗн Хĕрлĕ Чутайри вǎтам шкулӗнче республика шайĕнче нарǎсǎн 18-мĕшĕнче «Аваллǎхсǎр малашлǎх çук» фестиваль çӳллĕ шайра иртрĕ. Ǎна пуçарса яраканĕсем – Хĕрлĕ Чутайри…
«Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Тĕп ыйту – 2023 çулхи 1-мĕш кварталти ӗҫ-пуҫсене пăхса тухса яваплисене çирĕплетесси, — пӗлтерчӗ штатра тӑман корреспондент. — Комитет ертÿçи Вера Архипова пухăннисене кӑрлачпа нарӑс уйӑхӗсенче пурнӑҫланӑ ӗҫсене хакларӗ тата малашне ирттерме палӑртнӑ мероприятисемпе тепĕр хут паллаштарчĕ, яваплисене çирĕплетессине сÿтсе явма ыйтрĕ. Комитет пуçарса…
2023 çулхи нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Йĕпреç муниципалитет округĕн Пучинке ялĕн Культура çуртĕнче Раççей Федерацийĕн Вĕрентекен тата вĕрентӳçĕ çулталăкне, Чăваш Республикин Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă республика шайĕнче «Туркай вулавӗсем – «Чăваш эп. Эп пулăп ЧĂВАШ ĕмĕрех» сăвва илемлĕ калакансен иккĕмĕш фестивалĕ иртрĕ. Ăна йĕркелекенсем Чăваш Республикин Йĕпреç муниципалитет округĕн Пучинке ялĕн Культура çурчĕ, Чăваш наци конгресĕн…