Чăваш наци конгресĕн хыпарěсем

«Чӑваш романӗ» конкурс

Ӑмӑрту! Асӑрхӑр: «Чӑваш романӗ» конкурс ҫинчен пӗлтерӳ. Чӑваш кӗнеке издательстви ҫулсеренех тӗрлӗ ӳсӗмри вулакансем валли чылай илемлӗ кӑларӑм калӑпласа кӑларать. Тӗлпулусене тӑтӑшах тухса ҫӳренӗ май аслӑ ҫултисем пысӑк калӑпӑшлӑ хайлавсене чӑтӑмсӑррӑн кӗтни палӑрать. Ҫакна шута илсе Чӑваш кӗнеке издательстви пирвайхи хут «Чӑваш романӗ» конкурс ирттерме йышӑннӑ. Унӑн тӗллевӗсем: чӑваш литературин аталанӑвне тивӗҫлӗ тӳпе хывакан произведенисен…

В каком в мегаполисе планеты ребенок может научиться чувашскому фольклору, литературе, вышивке

Каждый учебный год чем-то примечательный, всегда по-своему особенный. Так, уходящий год в нашей школе был связан с празднованием 160-летия со дня рождения просветителя Павла Миронова, который трудился в городе Уфе и известен как автор дореволюционных учебников по математике, изданных, кстати говоря, тоже в Уфе… Как обычно, готовясь к завершению учебного года, педагоги с учениками отчитались…

ЧНК вӗрентӳ комитечӗ Узбекистанра пулчӗ

Чӑваш наци конгресӗн вӗрентӳ комитечӗн ертӳҫи Алёна Иванова: «ЧНК вӗренӳ ӗҫченӗсем Узбекистан ҫӗршывӗнче пулчӗҫ, — тесе пӗлтерет. — Узбек учителӗсемпе шкул ачисем валли пӗр эрне хушши кунсерен тӗрлӗ мероприяти ирттертӗмӗр, Раҫҫей ҫӗршывӗпе, Чӑваш Республикипе паллаштартӑмӑр, вырӑс тата чӑваш чӗлхи ҫинчен, пирӗн халӑхсен культури ҫинчен каласа патӑмӑр, — пӗлтерет ЧНК вӗренӳ комитечӗн ертӳҫи Алена Иванова. —…

Туслӑх кӑшӑлӗ

Паян ЧНК Трак енри уйрӑмӗн ӗҫ йӗркипе килӗшӳллӗн «Туслӑх кӑшӑлӗ» вӑйӑ-юрӑ уявӗ иртрӗ, — хыпарлать Зинаида Михайлова, ЧНК вырӑнти ертӳҫи. — Красноармейски муниципалитет округӗн Кану ҫурчӗсен ҫумӗнчи фольклор ушкӑнӗсем халӑх юррисене шӑрантарчӗҫ. Шкулсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем ача-пӑча вӑййисене выляса кӑтартрӗҫ. Уяв ачасемпе аслисем вӑйӑ картине тӑрса юрланипе вӗҫленчӗ.

ЧНК культура комитечӗн ларӑвӗ иртрӗ

Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ЧНК культура комитечӗ пухӑва пуҫтарӑнчӗ. Ыйтӑвӗсем питех те ҫивӗч: Тутар Республикинчи Сиктермере чӑвашсен «Уявне» тата «Акатуйне» ирттересси пирки. Малтанах «Уяв» сценарине, уйрӑмах унӑн прологне («Уява» пуҫласа ярас йӗркине), пӑхса тухрӗҫ. Чӑваш Республикинчен вӑйӑ карти валли фольклор ушкӑнӗсене йыхравларӗҫ. Вӑйӑ картинче хутшӑнма пурӗ 1000 (пӗр пин) ҫын пирӗн республикӑран Сиктерме-Хусанкай ялне кайма хатӗрленни…

«Чӑваш тӗнчи» хаҫатӑн ҫу уйӑхӗнчи номерӗ

Калем ăстисем Чăваш Енěн районěсенчен тата Раççейěн тěрлě регионěсенчен вырăнти ěç-хěл çинчен мěн хыпарланине вуласа пěлме васкăр! «Чăваш тĕнчи» хаçатăн çу уйăхĕнчи номерĕ пичетрен тухрě. Халě ěнтě кăларăма вуласа килленме те, çěнě хыпар пěлме те пултаратпăр. Хумхантаракан ыйтусем çине хурав та тупăпăр. Мěнле майпа «Хастар» ушкăн виçě ăрăва пěрлештерме пултарнă-ши? Чӑвашсен пӗрремӗш профессорӗ Николай Никольский…

Сӗнтӗрвӑрринче фольклор фестивалӗ иртрӗ

Сĕнтĕрвăрри районĕнче ачасен фольклор фестивалӗ иртрĕ. Ачасем чăвашла калаçни, юрри-ташшисене, вăййисене, йăли -йĕркисене кăтартма пултарни чуна çав тери савăнтарать, — пӗлтерет ЧНК вырӑнти уйрӑм ертӳҫи Надежда Краснова. ЕлизаветаДолгова (сӑнӳкерчӗкӗсем Надежда Красновӑн)  

Уяв утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулӗ

Сиктерме-Хусанкай ялӗнче утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртекен уява хатӗрленессин хӗрӳ тапхӑрӗ пуҫланчӗ. Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш ялӗ» комитечӗн ертӳҫипе Эдуард Бахмисовпа ЧНК культура комитечӗн ертӳҫи Вера Архипова тата Халӑх промыслисен ӑстисен ассоциацийӗн председателӗ Зинаида Воронова Сиктермене ҫитсе Иван Казаковпа пӗрле уявӑн пултарулӑх лапамӗсене палӑртрӗҫ: ӑҫта вӑйӑ юррисене карталанса юрламаллине те, хӑш тӗлте…