Чăваш наци конгресĕн хыпарěсем

Юханшыв пуçламǎшĕ-çǎлкуç, çемье пуçламǎшĕ — анне

Юханшыв пуçламǎшĕ-çǎлкуç, çемье пуçламǎшĕ — анне… Мĕнле тарǎн пĕлтерĕшлĕ сǎмахсем, вĕсенче çĕр çине çĕнĕ пурнǎç çуратакан хǎватлǎ хĕрарǎм-аннен сǎнарĕ, кил ǎшшине упракан ǎшпиллĕ те юратнǎ мǎшǎр, тǎван халǎхǎмǎрǎн ырǎ та пуян йǎли-йĕркине ламран-лама куçарса, упрама витĕм кӳрекен асамçǎ. Чǎваш наци конгресĕн «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет шǎпах ӳркенмен, вǎр-вар та хастар, пуçаруллǎ та çаврǎнǎçуллǎ хĕрарǎмсене пĕрлештерсе тǎрать.…

Чыс, мухтав сире, елчěксем

 Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче паллă ентешсен Çулталăкне тата Елчěк районěн 95 çулне халалланă  «Чыс, мухтав сире, елчěксем!» савăнăçлă уяв иртрě. Уява елчӗксем, Елчӗк тăрăхěнче ҫуралса ӳснӗ ентешсем тата йыхравланă хăнасем килнě. Залра пухӑннисене пурне те Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Попов, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев, Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый, Елчӗк ентешлӗх ертӳçи Юрий…

ПУЧИНКЕРЕ – ТЕАТР КУНĔ

Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Йĕпреç районĕн Пучинке ялĕн тĕп культура çуртĕнче Раççей Федерацийĕнче Халăхсен культура еткерлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Республикинче Мухтавлă ентешсен çулталăкне тата Пучинке ялĕн драма ушкăнĕн артисчĕсене Наталья Шибаевăпа Николай Хрисанова халалланă «Театр – пирĕн пурнăç» республика шайĕнчи фестиваль иртнĕ. Ăна Чăваш наци конгресĕн Йĕпреç районĕн вырăнти уйрăмĕ, Пучинке ял тăрăхĕн администрацийĕ тата культура çурчĕ…

Тĕнчери халăхсен хушшинчи «Чăваш Ене мухтаса» IV фестиваль-конкурс иртрĕ

Кăçал Чăваш Республикинче Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа республикӑра пысӑк пӗлтерӗшлӗ культура мероприятисем чылай иртеҫҫӗ. Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ литературăпа музыка хайлавĕсен «Чăваш Ене мухтаса» халăхсен хушшинчи конкурс-фестивале «Чӑваш енӗн мухтавлӑ ҫыннисем» проектпа килĕшӳллĕн тăваттăмĕш хут йӗркелерӗ. Проект авторĕ, тĕп йĕркелÿçи Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн председателĕ Вера Севастьяновна Архипова. Пĕрремĕш фестивале Аслӑ вӗрентекенӗмӗр И.Я.…

Чăваш наци конгресӗн 30 ҫулхи çавра уявě çывхарать

Паян, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, «Чӑваш наци конгресӗ» регионсем хушшинчи общество пěрлешěвěн президенчӗ В.Л. Клементьев ӗҫлӗ калаҫу ирттерчӗ. Ларăва хутшӑнакансем хушшинче таврапӗлӳҫӗ-тӗпчевҫӗ тата культурологи кандидачӗ Владимир Николаевич Алмантай, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ тата Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Юрий Ювенальевич Ювенальев, ЧНК ӗҫтӑвком председателӗ тата культура комитечěн ертӳçин çумě Нина Васильевна Андреева, ЧНК президенчӗн пресс-секретарӗ Елизавета Никандровна Долгова пулчěç. Калаçу…

Чӑваш наци конгресӗн культура комитетăн ларăвě иртрӗ

Чӑваш наци конгресӗн культура комитетăн ларăвě иртрӗ. Ӗҫтешсем кун йěркипе килěшӳллěн пӗрремӗш кварталта туса ирттернě ěçсене  пӗтӗмлетрӗç. Уйрăмах Регионсем хушшинчи VI «Асамат кӗпер ҫӗршывě – 2022» тата «Чăваш Ене мухтаса» фестиваль – ăмăртусем çинчен калаçу хěрÿ иртрě. Тăван Ен тăванах – чунтан савăнсан куççулě те пылак, кули те савăкрах. Ака уйăхěнче ирттерме палăртнă ХХIII «Кӗмӗл сасӑ-2022» чӑваш…

Валентина Валериановна Беловӑпа тӗл пулчӗҫ…

ЧНК «Хастар» комитетăн пайташěсем кăсăклă ҫынпа – пуканесене пурнăç парнелекен тата чăвашла калаçма, сӑпка юррисене юрлама вӗрентекен ăстаҫăпа Валентина Валериановна Беловӑпа тӗл пулчӗҫ… В.В. Белова 1988 ҫулхи юпа уйăхěн 12-мӗшӗнче Чӑваш енěн Муркаш тăрăхěнчи Çěмěртлěх Чемей (Лебедкино) ялěнче ҫуралнӑ. 2006 ҫулта Шупашкарти Г.С. Лебедев ячěллě лицей-интернатран вӗренсе тухнӑ,  2011 ҫулта – И.Я. Яковлев ячěллě Чăваш патшалăх…

«Асамат кӗпер ҫӗршывě-2022» фестиваль-конкурса пěтěмлетнě

Чăваш наци конгресěн культура комитечě Регионсем хушшинчи VI «Асамат кӗпер ҫӗршывě – 2022» фестиваль – конкурса пěтěмлетрě.   Комитет Чувашского национального конгресса по культуре подвел итоги Vl Межрегионального фестиваля-конкурса «Радужная страна-2022».

«Хастарсен» черетлĕ пухăвĕ иртрĕ

Паян Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи «Хастар» ушкăнăн черетлĕ пухăвĕ иртрĕ. Ĕç вĕресе тăчĕ, питĕ тухăçлă ĕçлерĕмĕр. «Мухтавлă комдив» конкурс пĕтĕмлетĕвне турăмăр. 400 яхăн ĕç пăхса тухрăмăр. Акă мĕн савăнтарать. Хутшăнакансенчен чи кĕçĕнни 2 çулта. Эппин, çак конкурса ача садĕнчи шăпăрлансенчен пуçласа аслă классенче ăс пухакансем таран явăçма пултарнă. Конкурсра палăрнисене тав хучĕсемпе(дипломсемпе) чыслăпăр. ЧНК çумĕнчи…

Илемлӗ уяв «Навруз» (Ҫӗнӗ кун) иртрӗ

Чӑваш Енри халӑхсен Туслӑх Ҫуртӗнче нацисем хушшинчи çурхи илемлӗ уяв «Навруз» (Ҫӗнӗ кун) иртрӗ. В Доме Дружбы народов Чувашии прошел межнациональный красивый весенний праздник «Навруз» (Новый День).