Чăваш наци конгресĕн хыпарěсем

ҪӖНТЕРӲ КУНӖПЕ саламлани

Хисеплӗ ентешсем, хаклӑ ветерансем! Сире пурне те Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 77 ҫул ҫитнипе чун-чӗререн саламлатӑп! Ҫулсем иртнӗҫем ҫак уявӑн пӗлтерӗшне, хакне хытӑрах ӑнланса пыратпӑр, ӑна тата та пысӑкрах тимлӗх уйӑратпӑр. Ҫутӑ та лӑпкӑ тӳпене сыхласа хӑварассишӗн тӑрӑшса, вӑрҫӑра чылай терт курса асапланнӑ ветерансене тата Тӑван Ҫӗршыва сыхлакан ытти салтаксене пурне те чун-чӗререн тав…

Чуна тивекен тӗлпулу

Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ В.Л. Клементьев ырӑ лару-тӑрура Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе А.Т. Ивановăпа, А.А. Яновичпа тата Н.Г. Морозовпа чуна пырса тивекен тӗлпулу ирттерчě, çывхарса килекен Аслӑ Ҫӗнтерӳ Кунӗпе саламларě. Хисеплěрен те хисеплě Анна Титовна, Агриппина Алексеевна, Нил Гаврилович тата Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ытти ветеранӗсем! «Тавах Сире ҫак Ҫӗнтерӳшӗн, чунра хӗлхем чӗртнишӗн тав.…

«Чӑваш тӗнчи» хаҫатӑн иккӗмӗш номерӗ кун ҫути курчӗ

Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш тӗнчи» хаҫатӑн кăçалхи иккӗмӗш номерӗ кун ҫути курчӗ. «Чӑваш тӗнчи» – «Хыпарăн» ятарлӑ кӑларӑмӗ пулнине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Ака уйӑхӗн номерěнче хаҫатра конгресс ӗҫне-хӗлне, республикăра тата ытти регионсенче пурăнакан чăвашсен пурнăçне уçса паракан статьясем вулама, сӑнӳкерчӗксене курма йыхравлатпӑр. Хисеплě вулакан, ЧНК комитечěсен ертӳçисем, вырăнти уйрӑмěсенчи, ытти регионсенчи пайташěсем! «Чăваш тěнчи» хаçатăн çитес кăларăмěсене валли сирěн…

Ҫӗнтерӳ Кунне халалласа

ЧНК «Хастар» ҫамрӑксен ушкӑнӗ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе Шупашкарти Çӗнтерӳ паркӗнче тӗлпулу йӗркелерӗ. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ В. Л. Клементьев сӑмах тухса каларӗ, сӳнми ҫулӑм умне хастарсемпе, шкул ачисемпе тата ветерансемпе пěрле чечексем  хучӗ. Тӑван Çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем чунпа пěрре те ватӑлмаҫҫӗ! Ку питех те савăнтарать-çке. Чи асли – 99 çулти Анна Титовна…

Пултаруллисем!

Шупашкар хула администрацийĕн вĕрентӳ ĕçĕн управленийĕ, Чăваш Республикин тĕп хулин Шупашкарăн муниципаллă вĕрентĕвĕн «Мониторингпа вĕренӳ аталанăвĕн центрĕ» автономиллĕ учрежденийĕ ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкар хулин 40-мĕш шкулĕнче «2022 çулхи чи лайăх чăваш чĕлхи учителĕ» пĕрремĕш хут конкурс ирттерчĕç. Ăмăртăвăн тĕп тĕллевĕ чăваш чĕлхин аталанăвне упрасси, пултаруллă вĕрентекенсене тупса палăртасси, вĕсене хавхалантарасси тата чăваш чĕлхипе литератури учителĕн…

День чувашского языка прошел в Красноярском крае

В Год культурного наследия народов России яркими торжественными мероприятиями, посвященными творчеству просветителя и учителя чувашского народа Ивана Яковлевича Яковлева, отметили красноярские чуваши День чувашского языка. В г. Лесосибирске, где размещается Представительство Красноярской региональной Чувашской НКА, впервые за всю историю города, 13 апреля лесосибирцы широко отметили праздник чувашского языка. Здесь можно было увидеть и потрогать чувашский…

Тăван çĕрĕн мухтавлă ывăлĕ

  2022 çул — Чăваш Енре Мухтавлă ентешсен, Раççейре халăхсен культура эткерлĕхĕн çулталăкĕ. Çакна халалласа Аркадий Айдак ячĕллĕ Тури Ачак шкулĕнче Чăваш наци конгресĕ пуçарнипе «Тăван çĕрĕн мухтавлă ывăлĕ» мероприяти иртрĕ. Хăнасем чи малтан Тури Ачак ялĕнчи А.П.Айдак палăкĕ умне чечек çыххисем хучĕç. Шкулта хăнасене ачасем сăвă-юрăпа ăшшăн кĕтсе илчĕç. Акт залĕнче пуху «Алран кайми»…

И.Я. Яковлев палӑкӗ умӗнче

Ака уйăхӗн 25-мӗшӗнче пирěн республикăри Наци вулавӑшӗн скверӗнче чӑваш чӗлхи Кунне халалланӑ савăнăçлă митинг иртрӗ. Ҫак уява çулсеренех чăваш халăх ывăлě Иван Яковлев çуралнă кун паллă тăваççě. Кăçал И.Я. Яковлев 174 çул тултарнă пулěччě. Уява чăваш халăх артисчě Василий Павлов Иван Яковлевичăн «Чăваш халăхне панă халалěпе» уçрě. Шупашкарти Федор Павлов ячěллě музыка училищин «Янтал» фольклор…