Чăваш наци конгресĕн хыпарěсем

Чӑваш ачи чӑвашах

Ака уйăхěн 23-мěшěнче Чăваш Енри Муркаш тăрăхěн Калайкасси ялěнчи шкулта савăнăçлă лару-тăрура мухтавлă ентешсен Çулталăкне тата чăваш чěлхи Кунне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» республика шайěнчи VI-мěш фестиваль иртрě. Хăнасене шкул ертӳçи Татьяна Аркадьевна Ершова çăкăр-тăварпа кěтсе илчě. Шкул ачисем вěрентекенсемпе пěрле авалтан пыракан йăла-йěркепе килěшÿллěн алла-аллăн тытăнса вăйă картипе уява уçрěç. Чăваш Республикин вĕренÿ институчěн проректорě Светлана Владимировна Петрова пуху…

Диктант ҫыртӑмӑр

Ака уйăхĕнче 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин «Пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центр» учрежденийĕнче Чăваш Республикинче мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă республика диктантне çырма пухăнтăмăр. Эпĕ те хамăн тăван чĕлхене, чăваш халăх культурипе историне мĕнле шайра пĕлнине тĕрĕслес, вĕсен вăрттăнлăхĕсене аса илес тĕлĕллевпе «Эткер» центра хавхалансах килтĕм. Акцие Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин…

Эпир чаплӑ ӑрӳран

В рамках Года культурного наследия народов России и Года выдающихся земляков Чувашии в Егоркинском Доме культуры Шумерлинского муниципального округа состоялся III Межрегиональный фестиваль-конкурс чувашского народного творчества «Эпир чаплӑ ӑруран» («Мы из знатного рода»). Этот яркий самобытный праздник народного творчества с разноцветной палитрой костюмов, звонких песен и зажигательных танцев проводится на Егоркинской земле раз в два…

Нестер Янкас премийӗн лауреачӗсене чысларӗҫ

Ҫак кунсенче Красноармейски салин Культура ҫуртӗнче Нестер Янкас премийĕн 2021 çулхи лауреачĕсене чысларĕç. Унта Нестер Янкас поэт ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхĕ лауреат ятне пама Чӑваш Республикин Шупашкарти «Трак ен» ентешлӗх тӑратнӑ Степанов Александр Иванович (Пӑртта) артиста, драматурга тата сӑвӑҫа тӑван театрта 70 ытла сӑнар калӑплама пултарнӑшӑн, драматургире 12 пьеса ҫырса сцена ҫине кӑларнӑшӑн…

Чӑваш чӗлхине вӗрентес ӗҫри ҫӑмӑллӑхсем

«Чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри çĕнĕлĕхсем» семинар иртрĕ Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологи факультечĕ Пĕтĕм Раççейри регионсем хушшинчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ассоциацийĕ пуçарнипе «Чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри çĕнĕлĕхсем» ăслăлăхпа меслетлĕх семинарне ирттерчĕ. Унта Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн пайташĕсем хастар хутшăнчĕç. Конгресс ĕçтешĕсене чăваш тата вырăс филологи факультечĕн…

Манӑҫми ятсене ҫухалмӗ чапӗ (викторина пӗтӗмлетӗвӗ)

«Манăçми ятсен çухалмĕ чапĕ»  викторина пĕтĕмлетĕвĕ    Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕ Раççей Федерацийĕнче халăхсен культура еткерлĕхĕн Çулталăкне тата Чăваш Республикинче мухтавлă  ентешсен Çулталăкне халалласа йĕркеленĕ регионсем шайĕнчи «Манăçми ятсен çухалмĕ чапĕ» викторина вĕçленчĕ. Вăйă-ăмăртăва ирттерекенсен йышĕнче Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш Республикин Наци библиотеки пулчĕç. Конкурса Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенче, Чĕмпĕр облаçĕнче…

Чӗлхене упрани — халӑх пуласлӑхӗн никӗсӗ

И.Н. Ульянов ячěллě Чăваш патшалăх университетěнче чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсен «Чěлхене упрани – халăх пуласлăхěн никěсě» регионсем шайěнчи конференци иртрě. Сумлă пуху  И.Я. Яковлев Халалěн «Вěренсе çутăлма…» сыпăкěпе уçăлчě. Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев тěп докладпа «Чăваш наци конгресě» регионсем хушшинчи общество пěрлешěвěн чăваш чěлхине тата культурине упраса хăварас тата аталантарас ěçě-хěлě çинчен» тухса…