Чăваш наци конгресĕн хыпарěсем

«Кӗмӗл сасӑ» вӗҫленчӗ

Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе, Чăваш Республикин Культура министерстви пулăшнипе мухтавлă ентешсен Çулталăкне тата чăваш чĕлхи Кунне халалланă «Кĕмĕл сасă-2022» эстрада юррисен пĕтĕм Раççейри 23-мĕш конкурс фестивалĕ ăнăçлă иртрě. Çак юрă уявě — чăвашлăх управçи, тĕрлĕ вырăнта пурăнакан пултаруллă çамрăксене пĕрлештерсе тăрать. Унăн тĕп тĕллевĕ — тăван культурăна, тăван чĕлхене упраса хăварасси, аталантарасси. Питěр, Чĕмпĕр, Пенза…

Мӗн калӗ жюри?

Раççейри «Кěмěл сасă» фестиваль-конкурсăн 2022-мěш çулхи XXIII-мěш страницине çыратпăр… Паян, ака уйăхěн 16-мěшěнче, Раççей Федерацийěн регионěсенчен Шупашкар хулинчи Çеçпěл Мшши ячěллě чăваш çамрăксен театрěнче пухăнчěç кěвěленě сăмах юратакан çамрăксем. «Кěмěл сасă» юрă уявне Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев уçрě… Уяв. Тěрěс. Эпě йăнăшмарăм. Пахчара юрлакан шăпчăка итленě пек итлесе киллентěмěр сцена çинчен шăрантаракан юрăсене,…

«Кӗмӗл сасӑ» жеребьёвки иртрӗ

Чăваш наци конгресс çуртěнче «Кěмěл сасă-2022» чăваш юррин уявне хатěрленнě май çак фестиваль-ăмăртура хăйсен пултарулăхěпе паллаштарма хутшăнакан юрăçăсен  жеребьёвки иртрě. Ку кӑсӑклӑ та хумхануллă ěçе Чӑваш эстрада юррисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Алина Федорова ертсе пычě. Пуху умěнче юрӑҫсене лӑплантарса тухса калаçрě: — Пирӗн пултарулӑх ӑмӑртӑвӗн условийӗсем ырӑ — эпир, ытти музыка конкурсӗнчи пек, жанрсенче хытӑ рамӑсем…

Ҫамрӑксен форумӗ иртрӗ

Паян, ака уйăхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкар тăрăхěнчи Кӗҫӗн Сěнтěр (Станьяль) ялěнче Чăваш наци конгресěн «Хастар» ҫамрӑксен форумӗ иртрě. Хастарсем хăйсен ертÿçипе Елена Порфирьевӑпа пěрле паян ирхине конгресс ҫурчӗ умӗнче пухăнса хутшӑнакансене шута илчěç те йěркеленсе çула тухса кайрěç. Пуху еплерех ěçлени çинчен ЧНК президиумěн пайташě Ирина Лампасова шăнкăравласа пěлтерчě: «Ҫамрăксен форумне хамăр республикăри тата регионти хěрсемпе…

Чěлхене упрани – халăх пуласлăхěн никěсě

Паян, ака уйăхěн 15-мěшěнче, Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев Раççей Федерацийěн тăрăхěсенчен килнě регионти шкулсенче чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсемпе тěл пулчě. «Ҫавра сěтел» йěри-тавра Пушкăртстанпа Тутарстан тăрăхěнчен тата Ӗренпур, Самар, Чěмпěр облаҫӗсенчен килнě ěçтешсем пухăнчěç. Сăлтавě питех те сумлă. Кун йěркинче ыранхи «Чěлхене упрани – халăх пуласлăхěн никěсě» регионсем шайěнчи конференцинче пěтěм делегатсемпе пěрле чăваш…

Юрла,татах та юрла Трак ен шӑпчӑкӗ! 

Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Трак енри канупа культура керменӗнче Елена Энжей-Порфирьеван пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Чӑваш наци конгресӗн ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӗвӗн ертӳҫи ҫак кунсенче 30 ҫулхи юбилейне кӗтсе илчӗ. Уява пуҫтарӑннисем унӑн пултарулӑхӗпе тӗплӗн паллашма пултарчӗҫ.Уяв программине юрӑҫӑн кун-ҫулӗн утӑмӗсем тӑрӑх йӗркеленӗ:ҫуралнӑ кунӗ, ачалӑхри вӑхӑчӗ,шкул пурнӑҫӗ,сцена ҫинчи малтанхи утӑмӗсем,ҫемье пурнӑҫӗ… Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ В.Л.Клементьев Елена Порфирьевана…

Пěлтерÿ Хисеплě вулакан! Эпир пěлетпěр ěнтě, çак эрнере пирěн Чăваш наци конгресěн ěç планěпе килěшÿллěн яваплӑ мероприятисем пулса иртеççě. Ака уйăхěн 15-мěшěнче «Янра, чăваш чěлхи!» çамрăксен форумě Шупашкар районěнчи Кӗҫен Сӗнтӗр (Малый Сундырь) ялěнче пулать (10:00-14:00). Ака уйăхěн 16-мěшěнче Пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль-ăмăрту «Кěмěл сасă-2022» иртет. Ҫак юрă уявě Чăваш патшалăхĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăк куравçă театрĕнче…

Чěлхене упрани — халăх пуласлăхěн никěсě

Чăваш наци конгресěн çуртěнче ЧНК вěренÿ комитечěн пайташěсем «Чěлхене упрани — халăх пуласлăхěн никěсě» чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен регионсем шайěнчи конференцине йěркелесе ирттересси çинчен калаçу пычě. Конференцине ака уйăхěн 16-мěшěнче Шупашкар хулинчи И.Н. Ульянов ячěллě Чăваш патшалăх университечěнче ирттерме палăртнă. Ҫак пухăва ирттерме ЧНК вěренÿ комитечěн пайташěсем кашнинех, кам мěнле ыйтушăн яваплине, калаçса татăлчěç, çирěплетрěç.…

Манăçми ятсен çухалмě чапě

Манăçми ятсен çухалмě чап Мухтавлӑ ентешсен Ҫулталӑкне халалланӑ «Манăçми ятсен çухалмě чапě» регионсен шайěнчи вӑтам пӗлӳ паракан шкулсен, вӑтам тата аслӑ вӗренӳ заведенийӗсен аслӑ класӗсенче вӗренекенсем хушшинче иртекен викторина вěçленчě. Ҫак викторинăна пěтěмпе 200 ытла ěç килнине палăртрě ЧНК вěренÿ комитечěн пайташě Г.Л. Никифоров. Вěсен йышăнче Чăваш Республикин шкулěсенче вěренекен ачасен тата Тутар, Пушкăрт, Чěмпěр тăрăхěнчен килнě…