Чăваш наци конгресĕн хыпарěсем
Манăçми ятсен çухалмě чап Мухтавлӑ ентешсен Ҫулталӑкне халалланӑ «Манăçми ятсен çухалмě чапě» регионсен шайěнчи вӑтам пӗлӳ паракан шкулсен, вӑтам тата аслӑ вӗренӳ заведенийӗсен аслӑ класӗсенче вӗренекенсем хушшинче иртекен викторина вěçленчě. Ҫак викторинăна пěтěмпе 200 ытла ěç килнине палăртрě ЧНК вěренÿ комитечěн пайташě Г.Л. Никифоров. Вěсен йышăнче Чăваш Республикин шкулěсенче вěренекен ачасен тата Тутар, Пушкăрт, Чěмпěр тăрăхěнчен килнě…
Ака уйăхěн 10-мěшěнче Пěтěм тěнчери чăваш чěлхи Кунне, мухтавлă ентешсен Çулталăкне, СССР халăх артисткине Вера Кузьминична Кузьминăна халалланă «Тăван сăмах – халăх вăйě» наукăпа практика онлайн — конференцийě иртрě. Ӗçлě калаçăва пухăнакансен йышě пысăк. Кунта вěрентӳ, культурăпа ӳнер тата наци йӑли-йӗркине упрас енӗпе тăрăшакан ěçтешсем хутшӑнчӗҫ. Тухса калаçакансен географийӗ те анлӑ: Чăваш Республики тата Иркутск,…
Паян, ака уйăхěн 6-мěшěнче, Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев «Звениговский» ял хуҫалӑх производство кооперативӗн пуçлăхěпе Иван Казанковпа тěл пулчě. Ěçлě калаçăва ЧНК «Чăваш ялě» комитечěн ертÿçи Эдуард Бахмисов тата ЧНК вěренÿ комитечěн пайташě Геронтий Никифоров хутшăнчěç. Ěçтешсем Сиктěрме-Хусанкай ялě çумěнче ÿссе çирěпленсе пыракан «Ҫӗнӗ Сăвар» архитектурӑпа этнографи туризм комплексěпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврěç. Ҫитес…
Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарти Туслӑх ҫуртӗнче Чӑваш Республикин культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗ Светлана Каликова Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Чӑваш наци культура автономийӗн ертӳҫин ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Владимир Бабайкинпа тӗл пулчӗ. Калаҫу ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӗмпӗрте Акатуй уявне ирттересси тата чӑваш алфавитне халалланӑ палӑка савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫасси ҫинчен пычӗ. Ӗҫлӗ калаҫӑва Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ…
Чӑваш наци конгресӗн ваш хӗрарӑмӗ» комитечӗ хӑйӗн мухтавлӑ ентешсен Ҫулталӑкне халалланӑ ларӑвне Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра йӗркелесе ирттерчӗ. Никита Бичурин, Вера Кузьмина, Светлана Асаматпа Раиса Сарпи пултарулӑхӗсене тишкерчӗҫ ӗҫлӗ калаҫура. Лару Раиса Васильевӑн шӑрҫасемпе эрешсем тӑвас ӑсталӑх урокӗпе вӗҫленчӗ.
Чмпӗр облаҫӗнчи Аслӑ Нагаткино шкулне ҫитсе килтӗмӗр. Унта вара «Старое и новое в ЕГЭ по русскому языку в 2022 году» темӑпа мастер-класс ирттертӗмӗр. Ҫитес эрнере — Тутарстанри Ҫӗпрел районне каятпӑр. Унта чӑваш чӗлхи вӗрентекен 17 учительпе тӗл пулатпӑр. Программа — пуян…
ЧНК вӗренӳ комитечӗ пӗлтерет ЧНК вӗренӳ комитечӗ пӗлтеретКамсем-ши ку фотоӳкерчӗкре? Ӑҫтан-ши вӗсем? Кам тавҫӑрать? Кунта — ЧНК вӗренӳ комитечӗн ӗҫченӗсем тата ЧНК хастарӗсем. Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Чӑнлӑ районӗнчи Кивӗ Улхаш шкулӗнче пултӑмӑр, тӗлпулу ирттертӗмӗр. Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем, шкул ачисем пурӗ пилӗк шкултан пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсене Чӑваш Республики ҫинчен каласа кӑтартрӑмӑр, университета вӗренме килме йыхравларӑмӑр…
Ака уйăхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче Виктор Чугаров чӑваш чěлхи Кунне халалласа «Чăваш чěлхи» ятлă хăй ӳкернě документла фильм кăтартрě. «Кирек мӗнле чӗлхе те унпа усă курсан, калаçсан – пурӑнать. Тăван чěлхепе калаçакансем пур чухне пирӗн чӗлхен пуласлӑхӗ те пур…» — çак шухăша тěпе хурса ӳкернě иккен ăстаçă хăйěн картинине. Тăрăшуллă ентеше унӑн чӑваш чěлхине…
Паян ЧНК Трак енри уйрӑмӗн канашӗн ларӑвӗ пулчӗ. Виҫӗ уйӑх хушшинче пурнӑҫланӑ ӗҫ-хӗле тишкертӗмӗр, ҫитес вӑхӑтра тумалли ӗҫсене пӑхса тухрӑмӑр. Мухтавлӑ ентешсене халалласа шкул ачисемпе аслисем хушшинче сӑвӑ ҫыракансен «Сумлӑ ентешсем» конкурсне тата «Ентешсем — паллӑ ҫынсем» сочиненисен конкурсне, Николай Карай ентеш-поэт ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ ятпа кӗҫӗн классенче вӗренекенсем хушшинче «Карай сӑввине вулатпӑр» акци…
Паян Чăваш наци конгресěн Канаш районěнчи уйрăмěн Канашěн ларăвě иртрě. Канашăн пайěсене (комитечěсене) тата вěсен ертӳçисене çирěплетрěмěр. Кун йěркипе килěшӳллěн Чăваш наци конгресě ирттерекен конкурссемпе фестивальсене ирттермелли йěркипе паллашрăмăр, унта хутшăнакансене палăртрăмăр. Ака уйăхěнче чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсемшěн уйрăмах хěрӳ вăхăт – паллă ентешсен пултарулăх каçěсене, ачасем хушшинче тěрлě конкурс, шкулсенче чăваш чěлхи эрнине, районта чăваш чěлхи кунне ирттермелле.…