Чăваш наци конгресĕн хыпарěсем
Пуш уйăхěн 10-мěшěнче Чăваш наци конгресěн çамрăксен «Хастар» ушкăнě черетлě ларăва пухăнчě. Хастарсен ěçě-хěлě нумай иккен… ЗАГС уйрăмěсене чăн-чăваш ячěсемпе буклет туса валеçмеллине çирěплетрěç. Ҫамрăксен форумне ирттерессине, çак мероприятинче «Тăшман ури кунта ан пустăр» тата тепěр киноÿкерчěк кăтартассине асăнчěç. — Вěрентекенсем те хутшăнсан, çав тери аван пулěччě, — тесе палăртрě Алексей Енейкин. — Ҫак форум вăхăтěнче…
Хисеплě Анатолий Ильич! Сире çуралнă кунпа, çавра çулпа чěререн саламлатпăр! Эсир кирек-мěнле ěçре те хăвăра шанса панă ěçсене чыслăн, тивěçлěн, тěплěн пурнăçлатăр. Кун-çулăр сакки вăрăм та анлă, çемьере мăшăрпа, ывăл ачапа, пулас мăнуксемпе телей курса пурăнмалла пултăр. Пурнăçра чăваш юманě пек çирěп сывлăх, хур-кайăк çулě пек вăрăм кун-çул, иксěлми вăй-хăват паракан юрату, ырлăхпа тăнăçлăх, çителěклě…
Пуш уйăхěн 10-мěшěнче Чăваш Республикинче иртекен паллӑ ентешсен Ҫулне халалланă «Ҫынсем-легендӑсем» ярӑмри Чăваш наци конгресěн 2013 – 2021 çулсенчи виҫҫӗмӗш президенчӗ Николай Федорович Угаслов çинчен «Чăвашкино» Патшалăх киностудийěнче «Халăх ывăлě» кинокартинăн премьери иртрě. «Чăвашкино» киностуди пайěн ертÿçи О.М. Цыпленков пěтěм чăвашсен V-мěш кинофестивале Шупашкарта ирттерме пулăшнăшăн Н.Ф. Угаслова Тав сăмахě каларě тата «Халăх ывăлě» кинокартинăн…
Пуш уйăхěн 9-мěшěнче Елчěк ентешлěхěн хастар комитечě Чăваш наци конгресěн çуртěнче пуçтарăнчě, çывхарса килекен уявпа çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврě тата уява ирттерме хатěрленсе çитнине çапла каласа пěлтерчě: — Туссем! Елчěк ентешлěхěн анлă уявě çывхарать!!! Пуш уйăхěн 26-мěшěнче Трактор тăвакансен культура керменěнче кěтетпěр! Билетсемпе, анчах тӳлевсěр! Елизавета Долгова
Хисеплě хěрсем, аннесем, асаннесем, кукамайсем! Сире Чăваш наци когресě çумěнчи çамрăксен «Хастар» ушкăнě çурхи уявпа ăшшăн саламлать… Ссылки çакăнта
Хисеплӗрен те хисеплě ӗҫтешсем, хаклӑ хӗрарӑмсем! Сире пурне те пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче уявлакан Тěнчери Хěрарăмсен кунěпе саламлатӑп! Яланах асра тăракан юратнă аннесем, çемье тăнăçлăхне упракан ытарайми мăшăрсем, кирлě самантра ăшă сăмахпа пулăшакан аппасем, йăл кулăпа калаçса чуна çемçетекен йăмăксем тата тимлě тус-юлташсем. Эсир ăслӑ та ытарма ҫук хитре, яваплӑ та тěлěнмелле пултаруллă, ăшă кăмăллă та…
Иртнӗ эрнере Ваттисен Канашěн ларӑвӗ иртрӗ. Кун йӗркин тӗп ыйтӑвӗ – Чӑваш наци конгресӗн 30 ҫул ҫитни. Ларăва Ваттисен Канашěн председателě В.А. Федотов ертсе пычě. Ěçлě калаçăва ЧНК президенчě В.Л. Клементьев та хутшăнчě. Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ В.Я. Шадриков тата Раççей Федерацийěн тата Чӑваш Республикин социаллӑ…
Иртнě эрнере Чăваш наци конгресěн «Хастар» ушкăнě ěçлě тěлпулăва пуçтарăнса тěрлě кăсăк ыйтусем сÿтсе явса пурнăçа кěртме калаçса татăлчě. Пуш уйăхěн 8-мěшěнче Тěнчери хěрарăмсен кунне «Хěрарăмсене мухтаса» сăвă кăларăмě ÿкерсе, кăтартаса саламлама. Ака уйăхěн 23-мěшěнче «Кěмěл сасă» тата вěренÿ институчěнче наукӑпа практика конференцине, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче уçă алăксен кунне ирттерсси çинчен…
Пуш уйăхěн 4-мěшěнче Чăваш наци конгресěн çуртěнче Конгресс президиумěн ларăвě иртрě. Кун йěркинчи ыйтусемпе килěшуллěн малтан ЧНК президенчě В.Л. Клементьев «Чӑваш наци конгресӗ» регионсем хушшинчи общество пӗрлешӗвӗ 30 ҫул тултарнине ирттерме хатĕрленĕ ӗҫ планĕн проектне ҫирӗплетесси ҫинчен пěлтерчě. Тата ЧНК ҫамрăксен комитечĕн ěçě-хěлěпе, Чăвашсен Ваттисен Тĕп Канашĕн пухăвĕ 2022 ҫулхи нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче пăхса тухнă…
Пуш уйăхěн 3-мěшěнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Чӑваш Енӗн паллӑ ентешӗсене халалланӑ Ҫулталӑка уҫрě республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Уявăн хисеплě хăнисенчен пěри – Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев. Пирӗн ентешӗмӗрсем, Чӑваш Енри паллӑ ҫынсем, — пирӗншӗн ырӑ тӗслӗх. Вӗсен ӗҫӗсемпе ҫитӗнӗвӗсем вара – хӑйсен тӗллевне уҫҫӑн курса тӑни тата йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе суйласа илнӗ ҫулпа ҫирӗппӗн…