Чăваш наци конгресĕн хыпарěсем
Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Елчӗк ентешлӗхӗн Канашӗн иккěмěш ларӑвӗ иртрӗ. Ку ларура та калаçăвě хӗрӳ пычӗ. Уява йӗркелес ěç тапхăрěсене йăлтах тепěр хут пăхса тухрěç. Йыхрав хучěсене «Елчěк ен» ентешлěх правленийě хисеплě хăнасене валли: «Сире 2022-мěш çулхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен Культура керменне Елчěк ен ентешлěхěн уявне йыхравлатпăр. Уяв 12.00 сехетре пуçланать», — тесе…
2022 ҫулхи нарăс уйăхěн 19-мӗшӗнче чăваш халăхěн паллă ывăлě Федор Иванович Мадуров пиртен ěмěрлěхех уйрăлса кайрě. Ҫак пулăм чӑваш халӑхӗшӗн пысӑк ҫухату пулнине чунтан хурланса Чăваш наци конгресěн президенчě В.Л. Клементьев тата Конгресăн пайташěсем пӗлтереҫҫӗ. Федор Иванович Мадуров 1941 çулхи ака уйăхěн 24-мӗшӗнче Чӑваш Енěн Шӑмӑршӑ районӗнчи Баскак поселокӗнче чӑваш ҫемйинче ҫуралса ÿснě. И.Я. Яковлев…
Чăваш наци конгресӗнчи ҫамрӑксен комитечӗн «ХАСТАР» ушкăнӗ Чăваш Енӗн культура тава тивĕçлĕ ӗҫченӗ, сӑвӑҫ, драматург Петӗр Ялкир ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа «Вӑййа тухрӗҫ ҫамрӑксем» сӑвва вулать.
Нарăс уйăхěн 18-мěшěнче Чӑваш наци конгресӗн президенчě В.Л. Клементьев ЧНК çурчěнче Конгресăн вырӑнти уйрӑмěсен председателӗсемпе семинар – канашлу ирттерчě. Ěçлě калаçăва ЧНК вице-президенчӗ, «ПСК «ВЯЗПА» тулли мар яваплӑхлă обществăн тӗп директорӗ П.Н. Вязов, ҫыравçă тата этнополитолог М.Н. Краснов, тěпчевçě тата «Чӑваш ялӗ» комитет председателӗ Э.К. Бахмисов, наци телерадиокомпанийӗн музыка редакторӗ тата «Хастар» ҫамрӑксен общество пěрлешěвěн…
Хисеплěрен те хисеплě Валерий Леонидович! Сире, чăваш халăхěн пултаруллă та маттур ывăлне, çуралнă кунпа чун-чěререн ăшшăн саламлатпăр. Ҫирěп сывлӑх, иксěлми телей, ăнăçу сунатпăр. Кун-çулăр сакки вăрăм та анлă пултăр. Килти хӑтлӑхпа ҫемье телейӗ чунăра ӑшӑтса хавхалантарччăр, мӗн шухӑшласа хуни пурнăçланса пытӑр. Чăваш халăхěшěн ырă ěçсем тума вăй-халăр тапса тăтăр! Хисеплӗ ӗҫтешӗмěре ăнӑҫлӑх, савӑнӑҫ тата хавхалану…
Нарăс уйăхěн 16-мěшěнче Ҫěмěрле районěнчи Турхан ялěнчи культура çуртěнче Чӑваш наци конгресӗн асăннă районěн вырăнти уйрăмěн пухăвě иртрě. Паянхи кунччен çак уйрăмăн ертÿçинче ěçленě Владимир Николаевич Улисов хăйне çак ěçрен хăтарма ыйтса заявлени çырнă. Ҫавăнпа та Ҫěмěрле районěнчи вырăнти уйрăмěн ертӳҫине суйласси – паянхи пухăвăн кун йěркинчи тěп ыйту пулчě. Ҫак яваплӑ тивӗҫе малалла туса…
Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Елчӗк ентешлӗхӗн Канашӗн ларӑвӗ иртрӗ. Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ентешлӗх уявне ирттерес пирки эпир пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Уяв трактор тӑвакансен Культура керменӗнче иртмелле. Паллах, халӗ яваплӑ мероприятие хатӗрленмелли тапхӑр. Ларура уява еплерех йӗркелесси пирки хӗрӳ калаҫу пычӗ. Куравсем хатӗрлесси, пултарулӑх ушкӑнӗсене чӗнесси, ытти регионсенчен хӑнасене йыхравласси, чи хастаррисене Хисеп хучӗсемпе чысласси тата ытти йӗркелӳ…
Нарăс уйăхěн 8-мӗшӗнче Питěрти национальноҫсен Ҫурчӗн Шурӑ залӗнче Чӑваш хӑна Пÿлěмě (Гостинăйě) уҫӑлчӗ. Ку вӑл Питěрти чӑваш наципе культура автономийӗн черетлӗ проекчӗ. Халě вара пирěн тăрăшуллă ентешсем çěнě «Хамӑр паттӑрсемпе мухтанатпӑр» проектпа ěçлеме пурнӑҫларěç. Пěрремěш ларăвěнче кăрлачпа нарăс уйăхěсенче çуралнă паллă ентешсене асăнчěç. Эпир те Питěрти чăвашсемпе пěрле тăван халăхăн хастар ачисене аса илер-ха. Петр…
Нарăс уйăхěн 9-мěшěнче Чӑваш наци конгресӗн конференци залӗнче Ҫамрӑксен ӗҫӗсен «Хастар» комитечӗн ушкăнě пуçтарăнчě. Сăлтавě питех те кăмăллă. Регионсем хушшинче иртекен чăваш халăх поэчě Петěр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» конкурс вěçленчě. Кунта чи пахи – Петр Петрович Хусанкай çырнă сăвăсене илемлě вуласси. Конкурсра 18 çул тултарман ачасем хутшăнчěç: ача-пăча…
Хисеплěрен те хисеплě Николай Федорович! Сире, чăваш халăхěн пултаруллă та маттур ывăлне, çуралнăранпа 70 çул тулнă кунпа таса кăмăлтан, чун-чěререн ăшшăн саламлатпăр! Кун-çулăр сакки вăрăм та анлă, сывлăхăр çирěп пултăр. Килти хӑтлӑхпа ҫемье телейӗ чунăра ӑшӑтса хавхалантарччăр, мӗн шухӑшласа хуни пурнăçланса пытӑр, пур ӗмӗт те вырӑна килтӗр, ăнӑҫлӑх, савӑнӑҫ тата хавхалану яланах Сирӗн туссем пулччӑр.…