Чăваш наци конгресĕн хыпарěсем

Тӗрӗ тӗрлекенӗн Ылтӑн алли

Чӑваш Енри халӑх художество промысли ӑстин Любовь Степановна Вазюковăн сӑнӳкерчӗкě «Тӗрӗ тӗрлекенӗн Ылтӑн алли» интернет-сасӑлав пěтěмлетěвěпе килěшӳллěн межэтника журналистикин Гильдийěн пуҫарӑвӗпе иртекен «Хӑйне евӗрлӗ Раççей» ăмăртура чи лайӑххи пулса тӑчӗ. Çак чапа тухнă ӳкерчěк авторě – чăваш фотографӗ А.Н. Вражкин. «Чӑваш халӑхӗ хӑйне евӗрлӗ культурӑпа пуян, ҫавӑнпа республикӑна ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин сӑмах, ҫӗр…

Ӗҫлӗ тěлпулу

Кăрлач уйăхěн 11-мěшěнче Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев патěнче ӗҫлӗ тěлпулăва килнě хăнасем автономиллě Ханты-манси округӗнчи Нефтеюганск хулинче вырнаçнă вырӑнти общество организацийӗн чӑвашсен культурӑпа наци йӑли-йӗркисене аталантармалли «Телей» ушкăнăн ертÿçи П.Я. Алексеев тата ЧНК президиум пайташě, «Чӑваш ялӗ» комитет ертÿçи Э.К. Бахмисов пулчěç. Павел Алексеев «Телей» общество пěрлешěвěн Уставне регистраци тăвас пирки калаçрě. Валерий…

Чăваш халăх сайчě конгрес ěçне çутатнă

Чӑваш наци конгресӗ вырнаҫнӑ ҫуртра ӗҫлекен кафере ҫулсерен Сурхурине палӑртаҫҫӗ. Ку йӑлана, Тимӗр Тяпкин пуҫарса янӑскере, кӑҫал та пӑрахӑҫламан. Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх, чылайӑн пухӑннӑ. Вӗсем калаҫусем ирттернӗ, чӑваш юррисене шӑрантарнӑ, халӑхӑн кӗвви-ҫеммине итленӗ. Сӗтелсем уйрӑмах чӑваш апачӗпе пуян пулнӑ — кунта чӑваш сӑри те, шӑрттан та, йӑвача та вырӑн тупнӑ. Хӑнасене шӳрпепе сӑйланӑ. Тимӗр…

Чӑваш наци конгресӗн Хěрлě Чутай районěнчи уйрӑмěнче пуху иртрě

Раштав уйăхěн 28-мěшěнче Чӑваш наци конгресӗн Хěрлě Чутай районěнчи вырăнти уйрăмěнче пуху иртрě. Кун йěркинчи тěп ыйтусенчен пěри – Хěрлě Чутай районěнчи вырăнти уйрăмěн ертӳҫине суйласси. Ҫак яваплӑ ӗҫе малалла туса пыма Горбунова Татьяна Васильевна тивěçлě пулчě. Пухура ЧНК президенчě Валерий Клементьев юлашки вăхăтра туса ирттернě ěçсене анлăн пěтěмлетрě. Ларăва пухăннă пайташсем 2022-мěш ҫулхи ӗҫ…

Ӗҫлӗ тěлпулăва Пушкăрт Республикинчен килнě

Раштав уйăхěн 27-мěшěнче «Пушкăрт Республикинчи чăвашсен наци культура пěрлешěвě» регионти общество организацийěн ертÿçин çумě Денис Чистяков Чăваш наци конгресěн президенчě В.Л. Клементьев патне ӗҫлӗ тěлпулăва килсе çитрě. Валерий Леонидович аякран килнě хăнана Чăваш наци конгресěн 2022 çулхи ěç планěпе паллаштарчě. Пушкăрт чăвашěсене ЧНК 30 çул çитнине халалланă календарне парнелерě, çывхарса килекен Ҫěнě Ҫул ячěпе саламларě.…

Пěрле ěçлесшěн

Раштав уйăхěн 24-мěшěнче Чăваш наци конгресěн Ваттисен Канашěн председателě В.А. Федотов хулари депутатсен Ваттисен Канашěн ларăвěнче пулчě. Чи малтанах Василий Артемьевич хулари Ваттисен Канашěн председательне Игорь Анатольевич Баскакова ЧНК 2022 çулхи кăларнă календарь парнелерě. Ларура Ваттисен Канашěн пайташěсем 2022 çул валли тунă ěç планне пăхса тухрěç. Канашлура В.А. Федотова та сăмах пачěç. Вăл хулари Ваттисен…

Г.Н. Волкова асăнса…

Эпир паян паллӑ ентеше Г.Н. Волкова аса илетпӗр. Унӑн пурнӑҫ кунӗсем: 31.10.1927 — 27.12.2010. Вӑл Чӑваш Республикин Елчӗк районӗнчи Аслă Елчӗк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Геннадий Никандрович — совет тата раҫҫей ученӑйӗ, педагогика наукисен докторӗ (1967), профессор (1968), СССР ПНА академикӗ (1990), çыравçă , СССР писательсен Союзӗн членӗ (1982), этнопедагогика никӗслевҫи. Раҫҫей Федерацийӗн наукӑн тава тивӗҫлӗ…

В.А. Иванова çуралнă кунпа саламлатпăр

Паян Владимир Александрович Иванов хваттерӗнче темшӗн шавлă, час-часах телефон шӑнкӑравлани янăрать. — Кам вӑл Владимир Иванов? – шутлатăр пуль Эсир, хисеплӗ вулакан. Владимир Александрович – пирӗн паллă ентеш. Вӑл педагогика наукисен докторě, профессор. Чӑваш Республикин аслӑ шкулӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Икçěр ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ, вěсен хушшинче пилěк монографипе вӗренӳ пособийӗсем те пур. Тата вăл…

„Тăван çĕр Çуначĕ, Чысĕ, Мухтавĕ“ ятарлă ярăм.

Кулленхи ĕçÿ тивлетлĕ сан! Ырă Çыннăмăр! Хаклă «Элĕк ачи!» Пирĕн нихçан та пуç усман профессор! Хисеплĕрен те хисеплĕ Владимир Александрович! Ăслăх тата вĕрентÿ ĕçченĕсем, тăван халăхăмăрăн чăн историйĕпе пархатарлă чĕлхин ахрăмне тепĕр хут ăнланса илсе, ăна тăван халăха тавăрса парас тĕллевпе шкулта, аслă шкулта, ăслăх учрежденийĕсенче çине тăрсах ĕçлесе пыраççĕ. Сахаллăн пулин те… Уйрăм пĕлÿсене…