Чăваш наци конгресĕн хыпарěсем
Паян Владимир Александрович Иванов хваттерӗнче темшӗн шавлă, час-часах телефон шӑнкӑравлани янăрать. — Кам вӑл Владимир Иванов? – шутлатăр пуль Эсир, хисеплӗ вулакан. Владимир Александрович – пирӗн паллă ентеш. Вӑл педагогика наукисен докторě, профессор. Чӑваш Республикин аслӑ шкулӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Икçěр ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ, вěсен хушшинче пилěк монографипе вӗренӳ пособийӗсем те пур. Тата вăл…
Кулленхи ĕçÿ тивлетлĕ сан! Ырă Çыннăмăр! Хаклă «Элĕк ачи!» Пирĕн нихçан та пуç усман профессор! Хисеплĕрен те хисеплĕ Владимир Александрович! Ăслăх тата вĕрентÿ ĕçченĕсем, тăван халăхăмăрăн чăн историйĕпе пархатарлă чĕлхин ахрăмне тепĕр хут ăнланса илсе, ăна тăван халăха тавăрса парас тĕллевпе шкулта, аслă шкулта, ăслăх учрежденийĕсенче çине тăрсах ĕçлесе пыраççĕ. Сахаллăн пулин те… Уйрăм пĕлÿсене…
Чăваш наци конгресĕн сĕнĕвĕпе, шкул ертÿçин хушăвĕпе, воспитани центрĕ йĕркеленипе, вĕрентекенсем тăрăшнипе Красноармейски шкулĕнче Чăваш тĕррин кунне халалласа чăваш тĕррин эрни иртрĕ. Ĕç йĕркипе килĕшÿллĕн, шкул ачисем (5-9 классем) Чăваш наци музейĕнче виртуаллă экскурсире пулса курчĕç. Музей ĕçченĕ Алина Иванова халиччен пухса йĕркелесе вырнаçтарнă экспонатсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Ачасене экскурсовод чăвашсен ĕлĕкхи тата хальхи çи-пуçĕ…
Раштав уйăхěн 24-мěшěнче Шупашкар хулин Раççей Геройě Н.В. Смирнов сержант ячěллě пěтěмěшле пěлÿ паракан 33-мěш вăтам шкулта «Чăваш чěлхипе литератури вěрентекенсен регионсен семинарě» иртрě. Мероприятине уçаканě Чăваш Республикин вěренÿ институчěн чăваш чěлхипе литератури кафедрин ертÿçи ěçěсене тăваканě А.С. Егорова пулчě. Çак семинарăн тěп ыйтăвě ҫивӗч: «Урок тулашěнчи ěçе ашшě-амăшне мěнле явăçтармалла?» Кун йěркинче «Чăрăш тетти…
Раштав уйăхěн 23-мěшěнче Чӑваш наци конгресӗн конференци-залěнче Президиумӗн ларӑвӗ иртрě. Президиум пайташěсем кун йěркипе килěшӳллěн ултă ыйту пăхса тухрěç. Чӑваш наци конгресӗн президенчě Валерий Клементьев юлашки вăхăтра туса ирттернě ěçсене анлăн пěтěмлетрě, 2022 ҫулхи ӗҫ планěпе паллаштарчě. Ларуна пухăннă пайташсем ЧНК президентне тимлěн итлерěç, кашни пунктне тишкернě хыççăн плана ҫирӗплетрěç. Малалла президиум пайташěсем кун йěркин…
«Чӑваш тӗрри – чун-чěре илемě, кăмăл савăнăçě, анне ăшши, халăх пуянлӑхӗ…», — çапла каланине час-часах илтме пулать. Раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче чăваш тěррин музейěнче «Чӑваш наци костюмӗн традицийӗсене сыхласа хӑварасси тата аталантарасси» ыйтупа «Паха тӗрӗ» фабрикӑн 98 ҫул тултарнине халалланӑ ҫавра сӗтелӗ иртрӗ. Ҫавра сӗтелӗн хисеплӗ хӑнисенчен пӗри – Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев. Вăл…
Раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗнчи ваттисен канашӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Кун йӗркинче ваттисен канашӗ ҫинчен калакан положенине ҫирӗплетес пирки тата 2022 ҫул валли план йышӑнасси ҫинчен чарӑнса тӑчӗҫ. Положенине йӗркелесе ҫитерме ваттисен канашӗн пайташӗсем Ф. И. Мадуровпа Р. И. Ерусланова чылай вӑй хучӗҫ. Раиса Ильинична пӑхса тухакан положенине мӗнле ҫӗнӳлӗхсем кӗртни ҫинчен каласа пачӗ.…
Канаш, Улатӑр, Патӑрьел, Шăмăршă районěсенче вырăнти уйрӑмсен ертӳҫисене суйларӗҫ. Пӗтӗмлетӳ тунӑ хыççăн мěнле районта кама суйлани паллă пулчě: Канашра — Андреева Ирина Ивановна; Улатӑрта — поселени пуҫлӑхӗ Казанцев Василий Петрович; Патӑрьелӗнче – Кулакова Светлана Пантелеймонова; Элӗкре — Васильева Зоя Федоровна; Шăмăршăра — Свеклова Зинаида Ивановна.
Чăваш наци вулавăшĕн „Мерчен” юрă-кĕвĕ тĕпелĕн хăни — тĕлĕнмелле пултаруллă та маттур, сăпайлă та ырă кăмăллă чăваш хĕрарăмĕ, кĕмĕл сасăллă юрăç Роза Степенова-Кĕлчечек пулчĕ. Çавра çулпа саламлама тата юратнӑ юрăçа пултарулӑхшӑн тав тума культурӑпа ӳнерте тӑрӑшакансем чылайăн ҫитрӗҫ. Уява килнисем Роза Степеанова шăрантаракан юрăсене итлесе киленчĕç. Çак юрăсене Кĕлчечек Белоруссинче, Эстонире, Бурятинче, Тюмень, Самар, Чĕмпĕр,…
Кун йĕркинче виçĕ ыйту пулчĕ. ЧНК юлашки вăхăтра ирттернĕ ĕç-хĕлпе паллашасси, «Хастар» ушкăнăн çĕнĕ ертӳçине суйласси, тата малашлăхри тӗллевсене палӑртса хăварасси. Малтанах çамрăксем ҫавра сӗтел хушшинче пĕр-пĕринпе паллашрĕç. ЧНК президенчӗ Валерий Клементьев яш-кĕрĕм умĕнче конгресс тĕп тĕллевне, юлашки вăхăтра туса ирттернĕ ĕç-хĕлне уçăмлатрĕ. Вăл çамрăксене конгресс йĕри-тавра пуçтарăнса хăйсен пултаруллăхне кăтартма, пархатарлă ĕçсем тума чĕнсе каларĕ.…