Чăваш наци конгресĕн хыпарěсем

День сирийской культуры отметили в Доме дружбы народов.

 Открывая мероприятие, руководитель самого молодого национально-культурного объединения Чувашии Общества дружбы и сотрудничества Сирии и Чувашии «Альшам» Маджед Хабаке отметил, что «цель данного мероприятия – укрепить дружеские, партнерские отношения между Сирией, Россией, Чувашией и другими регионами, продемонстрировать жителям республики сирийские культурные и исторические ценности. Вдали от родины я считаю своей задачей знакомить россиян с культурным наследием,…

Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен пиллӗкӗмӗш «Асам» кинофестивалĕ уҫӑлчӗ.

Паян, раштавӑн 1-мӗшӗнче Чӑвашкино залӗнче Пӗтӗм  чӑвашсен пиллӗкӗмӗш «Асам» кинофестивалĕ  уçăлчĕ.  Мероприятие республикăри культурӑпа ӳнер паллă ĕçченĕсем хутшӑнчӗҫ. Чăваш наци когресĕн президенчĕ Валерий Клементьев та паллӑ пулӑмара пулчӗ. Кинофестивале йӗркелекенсем: Чӑваш республикинчи кинематографсен  пӗрлешӗвӗ,  «Чӑвашкино» патшалӑх учрежденийӗ тата Чӑваш наци конгресӗ. Валерий Клементьев пухӑннисене саламланӑ май чӑваш фильмӗсемпе хамӑр  республикӑра  кӑна  мар, Раҫҫей регионӗсенче те…

Пирӗн Ухсай (Чăваш халăх сăвăçи Ухсай Яккăвĕ 110 çул тултарнӑ май)

Пирӗн Ухсай (Чăваш халăх сăвăçи Ухсай Яккăвĕ 110 çул тултарнӑ май)   Пĕтĕм чăваш тĕнчи кӑҫал Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине паллă тăвать. Хисеплӑ ҫыравҫӑна сумласа республикӑра тата унӑн тулашӗнче тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ. Нумаях пулмасть Ухсай Яккăвĕ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче уяв иртрӗ. Музей ӗҫченӗсем «Тăван çĕре мухтаса»…

Чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн  пĕрремĕш президиум ларăвĕ иртнĕ.

Чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн  пĕрремĕш президиум ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне  ЧНК президенчĕ В.Л.Клементьев йĕркелесе ертнĕ. Президиум пайташĕсем ЧНК Комитечĕсене йĕркеленĕ тата вĕсен ертÿçисене палăртрнă. «Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи обществă организацийĕн Президиум ларăвĕ 12 комитет йышăннă: 1 Вĕренÿ комичечĕ 2 Культура комичечĕ 3 Çамрăксемпе ĕçлекен комитет 4  Раççей регионĕсенчи ЧНК уйрăмĕсемпе ĕçлекен комитет…

Светлана Асаматӑн ашшӗ пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнӑ!

Чӑваш халӑх поэчӗн, ЧНК культура комитечӗн пайташӗн Светлана Васильевна Смирновӑн -Асаматӑн ашшӗ, вӑрҫӑпа тыл ветеранӗ Степанов Василий Степанович пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнипе эпир унӑн ҫемйипе, ҫывӑх тӑванӗсемпе пӗрле чӗререн, тарӑннӑн хурлананнине пӗлтеретпӗр. Василий Степановичӑн ҫутӑ сӑнарӗ пирӗн асра ӗмӗр упранӗ!

Юратнӑ аннесем!

IMG_7262   Юратнӑ аннесем! Уяв ячӗпе сирӗ саламлатпӑр! Анне ӑшши Ҫул тӳпере мӗн нумай? Ҫутӑ ҫалтӑр – ҫав нумай. Ҫул тӳпере мӗн пӗрре? Сарӑ хӗвел – ҫав пӗрре. Ҫак ҫӗр ҫинче мӗн йышлӑ? Тӗрлӗ халӑх – ҫав йышлӑ. Ҫак ҫӗр ҫинче кам пӗрре? Тӑван анне – ҫав пӗрре. Хӗвел йӗрет хӑй ҫулне Хӗрхенмесӗр ӑшшине. Хӗвел…