Чăваш наци конгресĕн хыпарěсем
Кирек епле халăхăн та хăйне этнос пек сыхласахăварасси чăн малтан унăн истори астăвăмĕнчен килет. Чăваш халăхĕн ламран-лама пыракан чыслă аваллăхĕмухтава тивĕçлĕ. Мĕнрен килнĕ—ха сĕм аваллăхран пыраканпархатарĕ? Паллах, ăруран ăрăва куçса пыракан йăла-йĕркесенчен. Кунта халăх сăмахлăхĕ те, ал ĕç пултарулăхĕте, халăх юрри-ташши те. Чăваш тĕрри — авалтан упранса ҫирӗпленнӗ ал-ӗҫ йӑли, нацин иксĕлми пуянлăхĕ, унăн…
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев тата президиум пайташӗсем халӑхпа пӗрле кӑвар чӗреллӗ поэта ырӑ сӑмахсемпе аса илсе Ҫеҫпӗл палӑк умне чечексем хучӗҫ #чнк #михаилсеспель #ҫеҫпӗлмишши #ҫуралнӑкун #чӑваштӗнчи #известныеземляки #чебоксары #чувашия
Чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн президиумĕн çĕнĕ йышĕ пĕрремĕш ларăва пуçтарăнчĕ. Унăн ĕçне ЧНК президенчĕ В.Л.Клементьев йĕркелесе ертсе пычĕ. Кун йĕркинчи ыйтусем, тĕпрен илсен, малашне ĕçлес çул-йĕрпе, малашлăх планĕсемпе çыхăннă. Президиум пайташĕсем ЧНК Комитечĕсене йĕркелерĕç, вĕсен ертÿçисене палăртрĕç.
Америкăри пĕрлешÿллĕ штатсенче пурăнакан чăваш ывăл-хĕрĕ те пĕр чăмăра пуçтарăннине – Америкăри чăвашсен ассоциацине йĕркеленине – халĕ пурте тенĕ пекех пĕлетпĕр. Чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнче Америкăри ентешсем онлайн-тĕлпулу йĕркеленĕ. Унта АПШри тĕрлĕ штатра пурăнакан 15 çын хутшăннă. Ассоциаци президенчĕ Надежда Сандркина ертсе пынипе ентешсем иртнĕ икĕ çулти ĕçсене тишкернĕ, малашлăх планĕсене палăртнă. Онлайн-тĕлпулу пуçламăшĕнче Надежда Николаевна…
Любовь Вазюкова ал ĕç ăстине пирĕн республикăра кăна мар, çĕршывĕпех пĕлеççĕ тесен те йăнăш мар. Хăйĕн ĕçĕсемпе вăл тăтăшах тĕрлĕ конкурс-ăмăртăва хутшăнать, çĕнтерет те. Çак кунсенче вăл Чăваш наци конгресне хăй аллипе тĕрленĕ республика ялавне парнеленĕ. Сăмах май, чÿкĕн 26-мĕшĕнче Любовь Степановна Шупашкарти Тĕрĕ музейĕнче хăй ĕçĕен куравне йĕркелет, ентешсене унта пырса курма йыхравлать.
Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗ ХI Аслӑ Пуху хыҫҫӑнхи пӗрремӗш ларӑва пуҫтарӑнчӗ. Унта комитетӑн пайташӗсене ҫирӗплетрӗҫ, 2022 ҫул валли ӗҫ планне сӳтсе яврӗҫ.
Чÿк (ноябрь) уйăхĕн 9-мĕшĕнче ЧНК ертÿçисем конгресс çуртне хастар та пултаруллă чăваш яш-кĕрĕмне пуçтарчĕç. Тĕлпулăва ЧНК президенчĕ В.Л.Клементьев йĕркелесе пычĕ. Урамра ХХ ĕмĕр кĕрлеттерсе пынă вăхăтра тĕлĕрсе лармалла мар. Тăван халăха, тăван чĕлхене сыхласа-упраса хăварас тесессĕн аслă çулти ентешсемпе пĕрлех çамрăксен те хастартарах пулмалла, ĕçсене çĕнĕ меслетсемпе усă курса çĕнĕлле йĕркелемелле, грантсем илме проектсем…
В целях развития перспективного совместного сотрудничества делегация Чувашской национально-культурной автономии Санкт-Петербурга посетила Министерство физической культуры и спорта Чувашской Республики. Основанием явилось тесное взаимодействие чувашского землячества с чувашскими спортивными командами на ленинградской земле. Состоялась встреча руководителя ведомства Василия Петрова с полномочным представителем Чувашского национального конгресса в г. Санкт-Петербург и Ленинградской области, председателем Чувашской национально-культурной автономии г.…
Чăваш Республикин наци библиотеки чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче «Ӑ-150» пӗтӗм чӑваш акцине хутшӑнма йыхравлать. Ӑна ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалланă. Ҫак кун библиотекӑра тӗрлӗ лапам ӗҫлӗ. 📍 «Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗ 150 ҫулта» ятлӑ пысӑк кӗнеке куравӗн никӗсӗ ҫинче йӗркеленӗ интерактивлӑ лапамра сире чӑваш чӗлхи урокӗсем, документлӑ фильм, лекци, экскурси-викторинӑсем кӗтеҫҫӗ. 📍«Фолк-тӗпелте» чӑваш халӑх…
11 ноября 2021 года в 17.30 в конференц-зале Чувашского национального конгресса состоится заседание Президиума ЧНК. Исполком ЧНК. *** Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн пайташĕсене пĕлсе тăма 2021 çулхи чÿк (ноябрь) уйăхĕн 11-мĕшĕнче 17 сехет те 30 минутра Чăваш наци конгресĕн конференц-залĕнче ЧНК Президиумĕн ларăвĕ иртет. ЧНК Ĕçтăвкомĕ.