Чăваш наци конгресĕн хыпарěсем
Çу уйăхĕн 27-мĕшĕ чăваш литературине юратакансемшĕн пысăк уяв. Вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ çуралнăранпа 131 çул çитрĕ. К.В.Иванов ячĕ, сумĕ –вилĕмсĕр. Вăл чăваш литературине çуллĕ шая çĕкленĕ поэт. Унăн ячĕ мĕн пур тĕнчери халăх умĕнче чаплă, мухтавлă, ĕмĕрсен ĕмĕрĕнче пурăнакан ят.Çак шухăша вилĕмсĕр поэтăн Шупашкарти палăкĕ умне пуçтарăннисем те палăртрĕç.«Эпир Константин Иванова нихăçан та манмастпăр. Паянхи…
Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче 16 сехетре Чăваш тĕррин музейĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн тата халăх ăстинсен маçтăрĕн Зинаида Ивановна Вороновăн «Кĕмĕл тенкĕсен ялтравĕ» куравĕ уçăлать.Кунта З.И. Вороновăн нумай çул хушши хăй аллипе шăрçа-тенкĕрен пуçтарнă чăваш тумĕн капăрлăхĕсене курма пулать. Вĕсене вăл авалтан килекен йăлана пăхăнса ăсталанă. Çав вăхăтрах хăй те мĕн те пулсан çĕннине…
Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Правительство çуртĕнче Республика кунне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕ пулчĕ. Чăваш Енĕн паллă та пĕлтерĕшлĕ уявне çулленех сумлă ирттереттĕмĕр, унта республика çыннисемсĕр пуçне çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан йăхташсем, республикăн ĕçлĕ партнерĕсем хутшăнатчĕç. Иртнĕ çул, паллă сăлтавсене пула, Республика кунне онлайн мелĕпе йĕркелеме тиврĕ. Кăçал вара, Роспотребнадзор ыйтакан условисене тĕплĕн шута…
14 Çу, 2021 Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕ Иван Яковлев «Чăваш халăхне» халала çырнăранпа — 100 çул, çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнĕ ятпа регионсен шайĕнче «Çĕнĕ хум» литература конкурсĕ ирттерчĕ. ЧНК вĕренӳ комитечĕн председателĕ, жюри членĕ Геронтий Никифоров пĕлтернĕ тăрăх, çамрăк çыравçăсен пултарулăх ăмăртăвне Чăваш, Тутар республикисенчи тата Чĕмпĕр облаçĕнчи шкул ачисемпе…
Ҫак кунсенче Петрова Татьяна Николаевна хăйĕн сумлă юбилейне паллă тăвать. Вăл 38 ҫул ĕнтĕ шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет.Петрова Татьяна Николаевна ĕҫ биографине 1978-мĕш ҫултах пуҫланă. Тин шкул пĕтернĕскер, Вăрнар районĕнчи Кĕҫĕн Явăш вăтам шкулĕнче аслă вожатăй пулса пĕр ҫул ĕҫленĕ. Хăйĕн чун туртăмне тĕрĕсленĕ пуль. Йăнăшман ҫамрăк хĕр. Ачасемпе ĕҫлесси хăйĕн тур пани…
Сире пурне те Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 76 ҫул ҫитнипе чун-чӗререн саламлатӑп!Ҫулсем иртнӗҫем ҫак уявӑн пӗлтерӗшне, хакне хытӑран ӑнланса пыратпӑр, ӑна тата та пысӑкрах тимлӗх уйӑратпӑр.Пурне те тӑнӑҫлӑх, телей, ӑнӑҫу сунатӑп. Кашни ҫемьере ӑнлану, килӗшӳ, Туслӑх хуҫалантӑр.Ветерансене уявра кӑна мар, яланах тимлӗх уйӑрар. Вӗсем ҫутӑ та тӑнӑҫлӑ пурнӑҫшӑн тӑрӑшса чылай терт курса асапланнӑ.Нихӑҫан та…
Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Тутар Республикинчи Ҫӗпрелте Совет Союзӗн Геройне Семен Уганина асӑнса йӑлана кӗнӗ чӑваш Кӗрешӗвӗ иртрӗ.Кашни ҫул йӗркелекен ҫак турнира ЧНК президенчӗ Николай Угаслов пулӑшнипе ирттереҫҫӗ.Хальхинче те кунта тӑватӑ регионтан кӗрешӳҫӗсем хутшӑнчӗҫ. Пушкӑрт, Чӗмпӗр, Тутарстан тата Чӑваш Енрен пурӗ 8 команда хутшӑнчӗ.Ӑмӑртӑва уҫма Шупашкартан ЧНК президенчӗ, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов ҫитрӗ.Ҫӗпрел районӗн…
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Николай Федорович Угасловӑн ыр кӑмӑллӑх ӗҫӗсене каласа пӗтерме те май ҫук. Уйрӑмах вӑл хӑй ҫуралса ӳснӗ чӑваш ялне, Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Хулаҫырмине хӑтлӑлатса ҫӗнетес енӗпе калама ҫук нумай ӗҫ тӑвать.Ялта ҫӗп-ҫӗнӗ чиркӳ хӑпартса лартнӑ, урамри ҫулсене якатса чул сарнӑ, унсӑр пуҫне шкулпа ача садне яланах пулӑшса тӑрать.Ҫу…
Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ регионсенчи чӑваш наци культура автономийӗсенпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет.Юлашки вӑхӑтра онлайн-ҫыхӑну мелӗпе ӑсталӑх урокӗсем ирттересси йӑлана кӗчӗ.Канмалли кунсенче те ахаль лармаҫҫӗ пирӗн пайташсем.Акӑ, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче комитет хастарӗ, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн халӑх пултарулӑх кафедрин пуҫлӑхӗ Раиса Михайловна Васильева доцент Сургут хулинчи чӑвашсен «Туслӑх» наци культура автономийӗн ертӳҫине Татьяна Толстовӑна,…