Чăваш наци конгресĕн хыпарěсем

Чуна туртать ҫуралнӑ ял

Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Николай Федорович Угасловӑн ыр кӑмӑллӑх ӗҫӗсене каласа пӗтерме те май ҫук. Уйрӑмах вӑл хӑй ҫуралса ӳснӗ чӑваш ялне, Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Хулаҫырмине хӑтлӑлатса ҫӗнетес енӗпе калама ҫук нумай ӗҫ тӑвать.Ялта ҫӗп-ҫӗнӗ чиркӳ хӑпартса лартнӑ, урамри ҫулсене якатса чул сарнӑ, унсӑр пуҫне шкулпа ача садне яланах пулӑшса тӑрать.Ҫу…

Сургутри ентешсемпе онлайн ӑсталӑх урокӗ

Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ регионсенчи чӑваш наци культура автономийӗсенпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет.Юлашки вӑхӑтра онлайн-ҫыхӑну мелӗпе ӑсталӑх урокӗсем ирттересси йӑлана кӗчӗ.Канмалли кунсенче те ахаль лармаҫҫӗ пирӗн пайташсем.Акӑ, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче комитет хастарӗ, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн халӑх пултарулӑх кафедрин пуҫлӑхӗ Раиса Михайловна Васильева доцент Сургут хулинчи чӑвашсен «Туслӑх» наци культура автономийӗн ертӳҫине Татьяна Толстовӑна,…

ЧНК культура комитечĕ инçет çыхăну мелĕпе «Чӑваш халӑх юррисем: Гавриил Федоров» ăсталăх урокĕ ирттерчĕ

​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ Чӑваш халӑхӗн авалхи сӑвӑҫ-юрӑҫĕсенчен пĕри вӑл – иртнĕ ӗмӗрте пурӑннӑ юрӑҫӑ Гавриил Федоров. Чăваш халăх юррисене çамрăк ӑру патне ҫитерес тĕллевпе Чăваш наци конгресĕн культура комитечӗ нумай ĕç-пуç туса ирттерет. Кăçал Гавриил Федоров ячӗллĕ регионсем хушшинчи «Авалхи юрӑсен сасси» фестиваль тӑваттӑмӗш мӗш хут иртет. Вăл…

Чӑвашла диктант ҫырчӗҫ

Паян, 2021 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче, чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта Чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2021» акци иртрĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Хăйсем пурăнакан вырăнта çырма кăмăл тунисем диктант текстне 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн 95.5…

Темиҫе юхăмран пӗр пысăк юханшыв тумалла

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин наци ыйтӑвӗсене питӗ пысӑк тимлӗх уйӑрать. Пирĕн республика ертÿлĕхĕ те çак енĕпе пултаруллă ĕçлет. Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче чӑваш наци юхӑмӗсен ӗҫӗ-хӗлне тишкерсе малашнехи утӑмӗсене палӑртас тӗллевпе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш наци конгресӗн президенчӗпе Николай Угасловпа, унӑн ҫумӗсемпе, Федераллӑ чӑваш наци автономийӗн ертӳҫипе Леонид Черкесовпа ӗҫлӗ калаҫу йӗркелерӗ. Калаҫӑва республика…

Ачалăх тĕнчипе туслă çыравçă

Чăваш профессиллĕ çыравçисен пĕрлĕхĕн, ЧНК президиумĕн пайташĕ Михаил Краснов (Ара Мишши) — Чăваш Енри писательсенчен çĕнĕ ят. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн алла калем тытнăскер, кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларать. Хайĕн хайлавĕсене вăл икĕ патшалăх чĕлхипе те пичетлет. Писатель ачасем валли çырма кăмăллать. Чăвашлăха, атте-анне чĕлхине, тăван халăхăн йăли-йĕркине упраса хăварасси, ачалăхра çутă малашлăха ĕмĕтленни çинчен шăрçалать.…

Тутарстан чăваш пикине суйларӗҫ

Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Хусан хулинче «Тутарстан чӑваш пики -2021» конкурс шавласа иртнӗ.Уява Чӑваш наци конгрӗн президенчӗн Николай Угасловӑн пулӑшуҫи Эльвира Казакова ҫитсе килчӗ, президент саламне илсе ҫитерчӗ тата темиҫе маттур чӑваш хастарне конгресс Хисеп хучӗпе чысларӗ. «Тутарстан чӑваш пики -2021» конкурс ҫӗнтерӳҫи Алия Карусева, Ҫӗпрел районӗ, Алёшкин Саплӑк ялӗ!2-мӗш вырӑн (сар пике) — Виолетта Николаева,…

«Кӗмӗл сасӑ-2021» ҫӗнтерӳҫисем паллă!

Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленипе ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче кӑҫалхипе 22-мӗш хут регионсен шайӗнчи «Кӗмӗл сасӑ»фестиваль-конкурс ӑнӑҫлӑ иртрӗ.Самар, Тюмень, Ленинград, Чӗмпӗр, Тутарстан, Пушкӑр тӑрӑхӗсенчен тата Чӑваш Ен районӗсенчен пурӗ 18 ҫамрӑк чӑваш юррине юрлас ӑсталӑхне кӑтартас тӗлӗшпе тӑрӑшрӗ.Вӗсене сумлӑ тӳресем хакларӗҫ.Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки Валентина Смирнова, Чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина, Самар…

ÇĔНĔ ЯТСЕМ УÇРĂМĂР, ÇĔНТЕРӲÇĔСЕНЕ ПАЛĂРТРĂМĂР

«Çĕнĕ хум» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ КĔТЕТПĔР СИРЕ,КĂВАР ЧĔРЕЛЛĔ ЧĂВАШ АЧИСЕМ! Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ йĕркеленĕ И. Я. Яковлев «Чăваш халăхне» халала çырнăранпа 100 çул, çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалланă регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» литература конкурсĕ вĕçленчĕ. Çамрăк çыравçăсен ăмăртăвне ирттерме Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, И.Я. Яковлев…