Чăваш наци конгресĕн хыпарěсем
2022 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Хусан хулин «Нумай чӗлхеллӗ вырсарни шкулӗнче» регионсем хушшинчи нумай чӗлхеллӗ условинче чӑваш чӗлхине аталантарас тата упрас ыйтупа практикӑпа вӗрентӳ семинарӗ пулать. Ӗҫлӗ калаҫӑва хутшӑнма Чӑваш Республикин тӗп хулинчен делегаци ҫула тухрӗ. Унӑн йышӗнче: Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев, регионсем шайӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен Ассоциацийӗн ертӳҫи Геронтий Никифоровпа, конгресс…
«Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Улатӑр тӑрӑхӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ культура Ҫуртӗнче Чӑваш культурин кунне уявларӑмӑр…» — савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтерчӗ Чӑваш Республикин Улатӑр районӗнчи ЧНК вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи Василий Казанцев. Елизавета Долгова
Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Муркаш пики» конкурса Муркаш тӑрӑхӗн 9 пики хутшӑнчӗ…» — хыпарлать Чӑваш Республикинчи Муркаш районӗн ЧНК вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи Наталия Николаева. Елизавета Долгова
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ÿнер институтӗнче Пӗтӗм тěнчери «Халăх пуянлăхĕ – чăваш тĕрринче» («Чувашская вышивка – национальное достояние народа») наукӑпа практика конференцийӗ иртрě. Ĕçлě калаçăва Чӑваш патшалӑх культурӑпа ÿнер институчӗн халăх пултарулăх кафедрин ертÿçи тата ЧНК президиумěн пайташě Раиса Васильева уçрě. Конференци ěçне Чăваш наци конгресěн культура комитечěн пайташěсем Николай Балтаевпа Зинаида Воронова, ЧНК культура комитечěн…
Ырӑ кун пултӑр, тӑвансем, юлташсем, ентешсем!)) «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» («Были мы, и есть, и будем!») ятлӑ кӗнеке Шупашкар хулин «Ҫӗнӗ Вӑхӑт» типографинче Чӑваш наци конгресӗ çумĕнчи «Ырă кăмăллăх» фонд пулăшнипе кун ҫути курма хатӗрленет. Кӗнекене Чăваш Республикин Мухтавлă ентешĕсен тата Раççейри Халăхсен культура еткерлĕхĕн çулталăкне, Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленнӗренпе 30 ҫул ҫитнине халалланӑ. Çĕнĕ…
Чǎваш наци конгресĕн «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пайташĕсем юпа уйǎхĕн 5-мĕшĕнче Республикǎри хĕрарǎмсене Донбассри ятарлǎ операцине хутшǎнакан салтаксем валли ǎшǎ алсиш-нуски çыхассипе Раççейра иртекен акцие хутшǎнма йышǎнǎччĕ. Ырǎ пуçарǎва ял хуласенче пурǎнакан хĕрсемпе хĕрарǎмсене те явǎçтартǎмǎр. Ушкǎнпа ĕçленин пĕлтерĕшĕ те пысǎк. Эпир кĕске вǎхǎтра икçĕр вǎтǎр мǎшǎр ǎшǎ алсиш-нуски тата ытти япаласем пуçтартǎмǎр. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи…
Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче «Петров вулавӗсем» наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ. Ӗҫлӗ калаҫӑва вӗрентекенсем, архивсенче тӑрӑшакансем, ӑсчахсем тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ. Конференци тӗллевӗ — чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине, историне упраса хӑварасси. Ҫавӑнпах та пулӗ вӑл Чӑваш наци музейӗ 100 ҫул тултарнине халалласа кӑларнӑ кӗнеке-справочник презентацийӗпе пуҫланчӗ. Каларӑм авторӗсем — Татьяна Давыдова, Андрей Зарубин тата Оксана…
«Атӑлпа Нева хӗрринче пурӑнакан чӑвашсене Питӗрти Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗн уявӗнче чӑваш юрри паллаштарчӗ, пӗрлештерчӗ…» — пӗлтерет Валериан Гаврилов ҫурҫӗрти тӗп хуларан.
Питěрти Чӑваш Гостинӑйӗнче «Пултарулӑх коллективӗсен художество ыйтӑвӗсем» темăпа «çавра сӗтел» иртрě… (Сӑнӳкерчӗксем В. Гавриловӑн.)
Питěрти «Октябрьский» БКЗра Шупашкартан килнě «Уяв» фольклор ансамблě Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланă концертра чăваш юррисене янăратрě… (Сӑнӳкерчӗкӗсем В. Гавриловӑн.) Елизавета Долгова