Чăваш наци конгресĕн хыпарěсем

Пултаруллӑ чӑваш яш-кӗрӗмне конкурса хутшӑнма йыхравлатпӑр!
Вӑхӑт нумаях та юлмарӗ, васкӑр!

«Кӗмӗл сасӑ» сирӗн пултарулӑха пӗтӗм чӑваш тӗнчине кӑтартӗ, малашнехи ҫула уҫса парӗ!Ыйтса пӗлмелли телефон:879176701821 УТВЕРЖДАЮПрезидентМОО «Чувашский национальный конгресс»/__ /Н.Ф. Угаслов/ 03 марта 2021 годаП О Л О Ж Е Н И Ео Всероссийском XXII-ом фестивале-конкурсе эстрадной чувашской песни«Кĕмĕл сасă — 2021» («Серебряный голос – 2021») Общие положения1.1. Всероссийский фестиваль-конкурс эстрадной чувашской песни«Кĕмĕл сасă — 2021»…

«Чӑваш тӗнчи» кун ҫути курчӗ

Хисеплĕ туссем! Чăваш наци конгресĕ «Хыпар» издательство çурчĕ пулăшнипе кăларса тăракан «Чăваш тĕнчи» хаçатăн кăçалхи пĕрремĕш номерĕ пичетрен тухрĕ.Хаçата ку çул та Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăлла коммуникацисен министерствин Гранчĕпе кун çути кăтартма май пулчĕ.

И вновь чувашская песня зазвучала на берегах Оки

Более 100 участников из Иркутской области съехались 27 марта 2021 года в село Самара Зиминского района чтобы стать участниками Фестиваля чувашской песни и побороться за медали победителей. Программа Фестиваля чувашской песни была разнообразна – это большая музыкальная площадка на которой прошли конкурсы любителей чувашской песни и танца: V песенный фестиваль чувашских хоровых коллективов «Халӑх чун-…

Паян, ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн делегацийӗн Крымри тӗлпулӑвӗсем малалла тӑсӑлнӑ

Аса илтеретпӗр, конгресс президенчӗпе Николай Угасловпа пӗрле Валерий Клементьев вице-президент, ыркӑмӑллӑх фончӗн директорӗ Павел Вязов, Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи, паллӑ скульптор Владимир Нагорнов ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе Крымпа Севастопольте.Паян вӗсем Севастопольти Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ сӑваплӑ вырӑнсене ҫитсе паллашнӑ. Вӗсемпе пӗрле Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗн Анатолий Аксаковӑн пулӑшаканӗ, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Семенов та пӗрле пулнӑ.Чи малтанах…

Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов ертсе пыракан делегаци Крым Республикинче

Николай Федорович Угасловпа пӗрле Крыма Валерий Клементьев вице-президент, конгресс Ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫи Павел Вязов тата паллӑ скульптор Владимир Нагорнов кайнӑ.Пирӗн делегацие унта Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков тата ЧНК Крымпа Севастопольти элчи Андрей Яковлев кӗтсе илнӗ.Ӗнер, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Крымпа Севастопольти чӑваш организацисене Анатолий Аксаков баян парнеленӗ. Ку вӑл пултарулӑх ансамблӗсем валли питӗ кирлӗ…

Раççейри чăваш наци культура автономийĕсен тата Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕсен ертÿçисене

   Хисеплĕ ентешсем! «Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма !»  регионсем хушшинче иртекен кǎçалхи конкурса  Сăрпа Хусан чиккисене хÿтĕлекенсен паттăрлăхне, Чăваш çыруллăхне тунăранпа 150 çул çитнине тата Тĕнчери ял хĕрарăмĕсен Кунне халаллатпǎр.     Конкурсăн  тĕллевĕ —   ача амăшĕсене, ял хĕрарăмĕсен республика, çĕршыв шайĕнчи ят-сумне ӳстересси,  пултаруллăхне халăх умĕнче кăларасси тата вĕсене общество ĕçне хастар хутшăнтарасси. Чăваш…

Аслă юлташӑмăр ЗОЛОТОВ ВИТАЛИЙ АРСЕНТЬЕВИЧ пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайнăшăн чӗререн хурланатпăр

Золотов Виталий Арсентьевич ( 1934, ака, 2, Синер ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР, СССР çур.) — ăсчах, чăваш прозăçи, тăван ен тĕпчевçи, тинĕс çар ăслăхĕсен кандидачĕ, 1-мĕш рангри капитан.Чăваш Енĕн халăх академикĕ, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Санкт-Петербургри чăваш ентешлĕхĕн ертӳçисенчен пĕрри. Питĕрти чăвашсен Ваттисен Канашĕн ертÿçи.Ашшĕ, Арсений Иванович – Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пĕлӳ илнĕскер…

Ӑсталӑх урокӗ иртрӗ

Чӑваш наци конгресӗн ал-ӗҫ ӑстисен ассоциациӗн пайташӗ Любовь Степановна Вазюкова тӗрӗҫӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти С.Маршак ячӗллӗ вулавӑшра тӗрлессипе ӑсталӑх урокӗ ирттерчӗ.Урока тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем хутшӑнчӗҫ. Любовь Степановна тимлӗн, кашниех ӑнланмалла чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне ӑнлантарчӗ, кашни ҫӗвве мӗнле тӗрлемеллине кӑтартса каласа пачӗ.Хӗрарӑмсем ҫакнашкал «улахсене» час-часах ирттерме ыйтрӗҫ.

Красноярск облаçĕнчи чăваш наци культура автономийĕ 4-мĕш Аслă Пуху ирттерет

1991-мĕш çулта йĕркеленнĕ Çĕпĕрти чăвашсен çак пĕрлĕхĕ кăçал вăтăр çул тултарчĕ.Красноярск тăрăхĕнчи ентешсене пĕрлештерсе тăван культурăна, чĕлхене сыхласа аталантарасси, Чăваш Енпе тачă çыхăну тытса малалла аталанасси, ытти халăх çыннисемпе туслă пурăнса хамăр культурăпа йăла-йĕркене анлă кăтартса сарасси, Çĕпĕрте пурăнакан йăхташăмăрсем çинчен информаци пуçтарасси– çакă тата ытти тĕллевсене пурнăçласа малалла утать ку организаци.Енисей тăрăхне чăвашсем историллĕ тĕрлĕ…