Чăваш наци конгресĕн хыпарěсем
Çапла ят панă авторсем фильма. Çĕнĕ ĕçе чăваш халăхĕн маттур та мухтавлă ывăлне, пирĕнтен нумаях пулмасть яланлăхах уйрăлса кайнă Лев Пантелеймонович Кураков академика, ăсчаха, экономиста, Чăваш Ен халăхĕсен Ассамблеин председателĕ пулнă патшалăх тата общество ĕçĕн паллă деятельне халалланă. Фильм авторĕ — ГТРК «Чувашия» тата Чăвашкинора тăрăшакан журналист Алексей Енейкин. Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Халăхсен Туслăхĕн çуртĕнче…
Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулин Ю.А. Гагарин ячĕллĕ библиотекăра «Тăван хуламăр Çĕнĕ Шупашкар» проектпа килĕшÿллĕн, С.В. Асаматăн «Хĕрарăм чĕри» кĕнекери куçару сăввисем тăрăх «Асамат вулавĕсем – 2021» хула шайĕнче сăвва пăхмасăр илемлĕ калакансен пултарулăх ăмăртăвĕ иртрĕ. Ăна йĕркелекенсем Çĕнĕ Шупашкар хулин вĕренÿ центрĕпе чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен меслетлĕх пĕрлешĕвĕ тата Ю.А. Гагарин ячĕллĕ библиотека…
Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче иртнĕ Президиум ларăвĕнче чылай ыйтăва уçăмлатма май килчĕ.Ларăва яланхиллех конгресс президенчĕ Николай Угаслов йĕркелесе ертсе пычĕ.Чи малтанах Чăваш наци конгресĕн XVIII-мĕш Мăн Канашне хатĕрленсе ирттересси пирки калаçрĕç. Çулталăкра пĕрре иртекен çак яваплă мероприятие кăçал çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче йĕркелес тесе йышăнчĕç, йĕркелÿ комитетне çирĕплетрĕç. Мăн Канаша хатĕрленсе ирттерес ыйтусене вăхăтра татса памаллине палăртрĕç.ЧНК…
Анатолий Ильич Ухтияров вице-президент республикăри Общество палатин ертÿçин пĕрремĕш çумĕ пулнă май пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра «Çитӗнекен ӑрӑва воспитани парас ӗҫре ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсен пӗлтерӗшӗ: опыт, проблемӑсем тата вĕсене татса парасси» темăпа иртнĕ ăслăлăхпа практика конференцине хутшăннă, тухса калаçнă. Мероприятие Чăваш Республикинчи Мăсăльмансен управленийĕ йĕркеленĕ. Унта Мускавран, Тутарстантан, хамăр республикăран чиновниксем, вĕрентекенсем, чиркÿ…
Пуш уйăхĕн вун виççĕмĕшĕнче Тăвай районĕн Енĕш Нăрваш шкулĕнче вырăнти семинар иртрĕ. Ăна йĕркелекенсем Енĕш Нăрваш шкул администрацийĕ тата Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕ пулчĕç. Семинара Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕ ертÿçисем Г.Л. Никифоровпа Ю.Е. Анисимова килсе çитрĕç. Шупашкартан килнĕ хаклă хăнасене чăваш тумĕ тăхăннă шкул ачисем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Ачасем хăнасене ыр сунса ăшшăн…
Шупашкарти чӑваш Наци вулавӑшӗнче, пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Питӗрти чӑваш ентешлӗхӗ туса хунӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ «Эпир ӗмӗр пӗрле» (Мы вечно вместе) кӗнеке тухнӑ ятпа савӑнӑҫлӑ мероприяти пулать. Кӗнеке авторӗсем — Виталий Золотовпа Валериан Гаврилов.Чӑваш халӑхӗн историйӗпе, ытти регионсенчи ентешсен пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑсӑкланакансене тата хамӑр халӑхӑн мухтавлӑ ывӑл-хӗрӗ ҫинчен пӗлес текенсене кӗнеке хаклавне чӗнетпӗр.Кӗнеке хаклавӗ…
Сегодня, 13 марта, в Доме Дружбы народов Чувашской Республики прошел День культуры Палестины.Президент региональной общественной организации «Общество дружбы и сотрудничества между народами Чувашии и Палестины» Бассам Аль-Балаули поприветствовал гостей мероприятия, в котором приняли участиеруководители национально-культурных объединений нашей республики, представители Марий Эл, народный поэт Чувашии Юрий Сементер и многие другие.Вице-президент и председатель Исполкома Чувашского национального конгресса…
Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ.Комитет ертӳҫи Юлия Мареева ҫак ҫур ҫулта планпа палӑртнӑ ӗҫсене еплерех хатӗрленсе ирттересси ҫинче чарӑнса тӑчӗ.Чи пысӑк мероприятисенчен пӗри- «Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма» регионсен шайӗнчи конкурс. Унӑн пӗрремӗш тапхӑрӗнче хутшӑнакансен онлайн мелӗпе видеосем ярса памалла, сумлӑ жюри вӗсене пӑхса тухса хакласа чи лайӑххисене…
УТВЕРЖДАЮ Президент МОО «Чувашский национальный конгресс» /____________ /Н.Ф. Угаслов/ 03 марта 2021 года П О Л О Ж Е Н И Е о Всероссийском XXII-ом фестивале-конкурсе эстрадной чувашской песни «Кĕмĕл сасă — 2021» («Серебряный голос – 2021») 1. Общие положения 1.1. Всероссийский фестиваль-конкурс эстрадной чувашской песни «Кĕмĕл сасă — 2021» («Серебряный голос – 2021») (далее…
Кун йĕркинче: 1. Чăваш наци конгресĕ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕпе пĕрле килĕштерсе ĕçлесси çинчен алă пусса çирĕплетесси. 2. Чăваш наци конгресĕн XVIII-мĕш Мăн Канашне хатĕрленсе ирттересси. 3. ХХII-мĕш «Кĕмĕл сасă» чăваш эстрада конкурс-фестивальне хатĕрленсе ирттересси. 4. 2021 çулхи кĕркунне ирттерме палăртнă Пĕтĕм Раççейри халăх Çыравне халалланă «Çавра сĕтеле» хатĕрленсе ирттересси. 5. Чăваш Республикин цифра…