Чăваш наци конгресĕн хыпарěсем

ÇĔНĔ ЕРТӲÇĔ СУЙЛАРĔÇ

Чăваш наци конгресĕн Çĕнĕ Шупашкарти уйрăмĕ йĕркеленнĕренпе чылай çул иртрĕ ĕнтĕ. Унăн пайташĕсем хулан тĕрлĕ учрежденийĕсенче вăй хураççĕ. Чăваш чĕлхи вĕрентекенсем, тавра пĕлÿçĕсем, библиотекарьсем, ал ĕç ăстисем, чăваш юрри-ташшине, йăли-йĕркине юратакансем тата ыттисем те тăван халăхăн пуян чĕлхипе культурине, ырă йăли-йĕркине упраса малалла аталантарас тĕлĕшпе тĕрлĕ енлĕ ĕç туса ирттернĕ. Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче хулан Ю.А.…

Хисеплӗ вице — президента, Ӗҫтӑвком председательне  Анатолий Ухтиярова Ҫуралнӑ кунпа саламлатпӑр!

Мартӑн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ, Республика  Общество Палатин председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ, ЧНК вице — президентчӗ, Ӗҫтӑвком председателӗ Анатолий Ильич Ухтияров  Ҫуралнӑ кунӗ!Ҫак ятпа пирӗн хисеплӗрен те хисеплӗ ҫыннӑмӑра, Анатолий Ильич Ухтиярова конгресс президенчӗ Николай Федорович Угаслов, президиум пайташӗсем, комитетсен хастарӗсем чун-чӗререн саламлаҫҫӗ, ҫирӗпрен те ҫирӗп сывлӑх, анлӑ пултарулӑх, телей, ӑнӑҫу сунаҫҫӗ!

Саламлатпӑр!

Паян, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, вӗрентӳ ӗҫӗн ветеранӗ, общество хастарӗ, Чӑваш наци конгресӗн ӗҫ-хӗлне, унӑн аталанӑвне пысӑк тупе хывнӑ ( ЧНК ҫинчен кӑларнӑ икӗ кӗнеке авторӗ) Нина Ивановна Дмитриева сумлӑ ҫавра ҫулне паллӑ тӑвать.Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, президиум пайташӗсемпе ытти хастарсем Нина Ивановнӑна чун-чӗререн ҫавра, юбилейлӑ уявпа саламлаҫҫӗ, ҫирӗп сывлӑх, тата та хастар ӗҫлеме…

С А Л А М Л А Т П Ă Р!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе республика умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Чăваш наци конгресĕн президиум пайташне, вĕренÿ комитечĕн председателĕн çумне, Шупашкар хулин 10-мĕш шкулĕн тăван (чăваш) чĕлхепе литература вĕрентекенне, Юлия Елисеевна Анисимовăна «Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул» медале илме тивĕçлĕ пулнăшăн ăшшăн саламлатпăр, малашне те тăван халăхшăн, чăвашлăхшăн курăмлă ĕçсем тума çирĕп сывлăх, вăй-хăват,…

Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи Ваттисен Канашĕн ларăвĕ иртрĕ

Унта конгресс президенчĕ Николай Угаслов патне çыру çырчĕç.Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, пĕлтĕрхи çăмăл мар çул уйрăмах ваттисене пырса çапрĕ.Чăваш наци конгресĕшĕн те вăл çухатусемсĕр пулмарĕ. Усал чире пула Петр Васильевич Ивантаев вице-президент тата Лев Кураков академик пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕç. Паллах, вĕсен ырă ячĕсене эпир манас çук.Çавăнпа та Ваттисен Канашĕ çак енĕпе кирлĕ ĕçсем туса ирттересси…

Чи ӑшӑ сӑмахсем, чи хитре чечексем сире валли -хӗрарӑмсем!

Çуркуннехи чи илемлĕ кун — хĕрарăмсен уявĕ çитсе пырать. Çутçанталăкпа пĕрле çынсен те кăмăлĕсем хăпартланаççĕ, чун-чĕресем çунатланаççĕ.Чăваш наци конгресĕн чи черчен те хитре пайне, хастар хĕр-хĕрарăмсене паян, пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Николай Угаслов президент тата Ĕçтăвком председателĕ, вице-президент Анатолий Ухтияров Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе саламларĕç.

«САРПИ» ансамбль 20 çул тултарать

Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Пушкăртстанри Çтерлĕ хулинчи «САРПИ» чăваш эстрадипе фольклор ансамблĕ хăйĕн 20 çулхи çавра çулне паллă тăвать.Çак ятпа ушкăна тата ăна йĕркелекенсене ЧНК президенчĕ Николай Угаслов саламлать!

Шупашкарти Çeçпе́л Мишши музейе́нче «Ча́ваш çырула́х пала́ке́сен авторе́сем» #поэзикаçĕ иртре́.

Музей ертÿçи, ЧНК «Чӑваш херарӑмӗ» комитет пайташӗ Антонина Андреева ча́ваш писателе́сен са́н у́керче́ке́сен электрон куравне ка́тартре́. Кашни çыравçа́ ча́ваш литературинче ме́нле хайлавсемпе пала́рни çинчен ке́скен каласа паче́. Раиса Сарпипе Лидия Сарине ча́ваш çыравçисем, Лидия Кузьминапа Светлана Пафнутьева ча́ваш че́лхине ве́рентекенсем тата поэзи клубе́н пайташе́ Лидия Ильдеркова ку те́нчерен уйра́лса кайна́ ча́ваш çыравçисене ыра́па аса́нчĕç. Раиса…

Кăçал Раççей шайĕнчи «Кĕмĕл сасă» фестиваль ака уйăхĕнче иртĕ

Чăваш наци конгресĕ республикăри культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн Министерстви пулăшнипе кашни çул йĕркелекен «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурса кăçал ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче ирттерме йышăнчĕ. Çакăн пирки пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче иртнĕ йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче палӑртрӗҫ.Пĕлтĕр коронавирус амакне пула паллă фестивале кĕркунне кăна ирттерме май килчĕ. Ун чух мероприятие куракансемсĕр йĕркелемелле пулчĕ пулсан та, вăл ăнăçлă, çÿллĕ…