Чăваш наци конгресĕн хыпарěсем
15 марта 2022 года состоялось заседание коллегии комитета по местному самоуправлению, межнациональным и межконфессиональным отношениям Ленинградской области, на котором были подведены итоги работы за 2021г. В работе коллегии приняли участие Валериан Гаврилов, полномочный представитель Чувашского национального конгресса в Санкт-Петербурге и Ленинградской области, член Совета при Губернаторе Ленинградской области по национальным отношениям, председатель Чувашского культурного общества…
«Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи общество пĕрлешĕвĕ Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ тата «Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ» обществăлла пĕрлешĕвĕн ертуçи Олег Николаевич Мустаев çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайнă пирки мăшăрĕпе, ачисемпе, тăванĕсемпе пĕрле чун-чĕререн хурланнине пĕлтерет.
Пуш уйăхěн 10-мěшěнче Хěрлě Чутай ентешлěхěн тěлпулăвě иртрě. Ентешлěх канашěн ертÿçи В.М. Савинкин пěлтернě тăрăх, хěрлěчутайсен «Чавал» ентешлěхě хăйсен 25 çулхи юбилейне тата Чăваш Енри мухтавлă ентешсен Ҫулталăкне халалласа ака уйăхěн иккěмěшěнче филармонире уяв ирттерме калаçса татăлнă. Ҫак мероприятине хатěрлесе тěрлě ыйтусем сÿтсе яврěç хěрлěчутайсем. Петěр Ялкир ячěллě премине кама парассине тата тăкаксемпе çыхăннă ыйтусене…
Пуш уйăхěн 10-мěшěнче Чăваш наци конгресěн çамрăксен «Хастар» ушкăнě черетлě ларăва пухăнчě. Хастарсен ěçě-хěлě нумай иккен… ЗАГС уйрăмěсене чăн-чăваш ячěсемпе буклет туса валеçмеллине çирěплетрěç. Ҫамрăксен форумне ирттерессине, çак мероприятинче «Тăшман ури кунта ан пустăр» тата тепěр киноÿкерчěк кăтартассине асăнчěç. — Вěрентекенсем те хутшăнсан, çав тери аван пулěччě, — тесе палăртрě Алексей Енейкин. — Ҫак форум вăхăтěнче…
Хисеплě Анатолий Ильич! Сире çуралнă кунпа, çавра çулпа чěререн саламлатпăр! Эсир кирек-мěнле ěçре те хăвăра шанса панă ěçсене чыслăн, тивěçлěн, тěплěн пурнăçлатăр. Кун-çулăр сакки вăрăм та анлă, çемьере мăшăрпа, ывăл ачапа, пулас мăнуксемпе телей курса пурăнмалла пултăр. Пурнăçра чăваш юманě пек çирěп сывлăх, хур-кайăк çулě пек вăрăм кун-çул, иксěлми вăй-хăват паракан юрату, ырлăхпа тăнăçлăх, çителěклě…
Пуш уйăхěн 10-мěшěнче Чăваш Республикинче иртекен паллӑ ентешсен Ҫулне халалланă «Ҫынсем-легендӑсем» ярӑмри Чăваш наци конгресěн 2013 – 2021 çулсенчи виҫҫӗмӗш президенчӗ Николай Федорович Угаслов çинчен «Чăвашкино» Патшалăх киностудийěнче «Халăх ывăлě» кинокартинăн премьери иртрě. «Чăвашкино» киностуди пайěн ертÿçи О.М. Цыпленков пěтěм чăвашсен V-мěш кинофестивале Шупашкарта ирттерме пулăшнăшăн Н.Ф. Угаслова Тав сăмахě каларě тата «Халăх ывăлě» кинокартинăн…
Пуш уйăхěн 9-мěшěнче Елчěк ентешлěхěн хастар комитечě Чăваш наци конгресěн çуртěнче пуçтарăнчě, çывхарса килекен уявпа çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврě тата уява ирттерме хатěрленсе çитнине çапла каласа пěлтерчě: — Туссем! Елчěк ентешлěхěн анлă уявě çывхарать!!! Пуш уйăхěн 26-мěшěнче Трактор тăвакансен культура керменěнче кěтетпěр! Билетсемпе, анчах тӳлевсěр! Елизавета Долгова
Хисеплě хěрсем, аннесем, асаннесем, кукамайсем! Сире Чăваш наци когресě çумěнчи çамрăксен «Хастар» ушкăнě çурхи уявпа ăшшăн саламлать… Ссылки çакăнта
Хисеплӗрен те хисеплě ӗҫтешсем, хаклӑ хӗрарӑмсем! Сире пурне те пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче уявлакан Тěнчери Хěрарăмсен кунěпе саламлатӑп! Яланах асра тăракан юратнă аннесем, çемье тăнăçлăхне упракан ытарайми мăшăрсем, кирлě самантра ăшă сăмахпа пулăшакан аппасем, йăл кулăпа калаçса чуна çемçетекен йăмăксем тата тимлě тус-юлташсем. Эсир ăслӑ та ытарма ҫук хитре, яваплӑ та тěлěнмелле пултаруллă, ăшă кăмăллă та…
Иртнӗ эрнере Ваттисен Канашěн ларӑвӗ иртрӗ. Кун йӗркин тӗп ыйтӑвӗ – Чӑваш наци конгресӗн 30 ҫул ҫитни. Ларăва Ваттисен Канашěн председателě В.А. Федотов ертсе пычě. Ěçлě калаçăва ЧНК президенчě В.Л. Клементьев та хутшăнчě. Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ В.Я. Шадриков тата Раççей Федерацийěн тата Чӑваш Республикин социаллӑ…