Чăваш наци конгресĕн хыпарěсем

Авалхи юрӑсен сасси

Чӑваш халӑх юрӑҫи Гаврил Федоров ячĕллĕ фестиваль иртрӗ Чӑваш халӑхӗ хӑйӗн авалхи сӑвӑҫ-юрӑҫĕсене асра тытать. Чи ӑста юрӑҫсенче пӗри вӑл — иртнĕ ӗмӗрте пурӑннӑ юрӑҫӑ Гаврил Федорович Федоров (1878-1962). Вӑл халăх ăсталăхне, унăн чун-хавалĕпе ĕмĕчĕсене палăртакан юрă-кĕвĕсене ырми канми пухса вĕсене пулас ăрусем валли упраса хăварнă. Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ юлашки ҫулсенче чӑваш халӑхӗн…

Республика тӳремӗнче тӗл пуличчен

Аван-и, ентешсем! Пěлетпěр ěнтě, утă уйăхěн 10-мěшěнче пире тĕлĕнмелле паллă та хумхануллă кун кěтет. Эпир «Ҫěнě Сăварта» Чăваш культурин Уявне уявлатпăр! Чăвашла тăхăнса, чăвашла калаçса юрлатпăр, ташлатпăр, савăнатпăр! Чунтан-чěререн тухакан чи ăшă тав сăмахěсене йышăнсамăр, çакăн пек пысăк та пěлтерěшлě Уява йěркелекенсем — Чăваш наци конгресěн Шупашкарти тěп çурчěн ěçченěсем тата ЧНК комитечěсен, вырăнти, регионти…

«Авалхи юрӑсен сасси» — «Голос старины»

Утверждаю Президент МОО «Чувашского национального конгресса» В.Л. Клементьев «___» _______________ 2022 года     ПОЛОЖЕНИЕ  о проведении V Межрегионального фестиваль-конкурса исполнителей народной песни «Авалхи юрӑсен сасси» («Голос старины») имени Гаврила Федорова   1.0бщие положения V Межрегиональный фестиваль-конкурс исполнителей народной песни «Авалхи юрӑсен сасси» («Голос старины») имени Гаврила Федорова (далее — фестиваль-конкурс) проводится Межрегиональной общественной организацией…

Авалхи юрӑсен сасси

ИТОГИ V Межрегионального фестиваля-конкурса исполнителей народной песни «Авалхи юрӑсен сасси» («Голос старины») имени Гаврила Федорова   Солисты. Возрастная группа: средняя группа – с 11 до 15 лет: 1 место: — Степанова Ирина Александровна. МБУ ДО «Красноармейская ДШИ». Рук. Михеева Елена Ивановна. Концертмейстер: Яковлев Геннадий Анатольевич. 2 место: — Викторова Анжела. МБОУ «Тораевская СОШ». Рук. Албутова…

Айтӑр, вӑййа тухар-и?

«Айтӑр, вăййа тухар-и!» халӑхсем хушшинчи фестиваль Чăваш халӑх историӗнче, унӑн кашни тапхӑрӗнче ҫав вӑхӑт юррисем пулнӑ. Вӗсем савӑнтарнӑ, йывӑрлӑха ҫӗнтерме пулӑшнӑ, хавхалантарнӑ. Ҫӗнӗ ҫӗре каякансен хӑйсен юррисем пулнӑ. Ӗҫ савӑнӑҫ кӳтӗр тесе халӑх тӗрлӗ юрӑ кӗвӗленӗ. Авӑн ҫапакансен, пир ҫапакансен, ака-сухаҫӑсен, ҫӑм тапакансен, катка-пичке тӑвакансен, тимӗрҫӗсен, утӑ ҫулакансен ятарлӑ юрӑсем пулнӑ. Кашни уяв валли тата…

Ҫӑрттанлӑра виҫҫӗмӗш хут Акатуй кӗрлерӗ

Ҫӑрттанлӑра виҫҫӗмӗш хут Акатуй кӗрлерӗ «Чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан кашни регионтах Акатуйсем ирттересси ырӑ йӑлана кӗрсе пырать. Пенза ҫӗрӗ те виҫҫӗмӗш хут тӗрлӗ регионти чӑвашсемпе ытти халӑх ывӑл-хӗрне ҫӗр ӗҫченӗн уявне пухрӗ. Ҫӑрттанлӑ (Неверкино) ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗве ҫумӗнчи лапамра пине яхӑн ҫын пухӑнчӗ. Пуҫласа кунта Акатуй 2018-мӗш ҫулта ирттернӗ. Халӑх ӑна хапӑлласа йышӑннӑ. Ырӑ пуҫарӑва малалла…

Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш культурин УЯВне йыхравлатпӑр

Хаклă ентешсем! Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Тутар Республикин Элкел районӗнчи Сиктерме-Хусанкай ялěнче Чӑваш культурин УЯВĚ иртет. Вăл «Ҫӗнӗ Сувар» архитектурӑпа этнографи туризм комплексӗн территорийӗнче пулать. Ку пысӑк мероприятинче уяв вӑййине карталама çеç Чăваш наци конгресӗ йӗркеленипе 1000 яхӑн ҫын хутшăнать. Ҫавăн пекех Сиктерме-Хусанкай ялне чăваш халăхěн паллă ывăлě-хěрěсем – юрăпа ташă, сăвă ăстисем тата фольклорпа пултаруллăх…

Мухтавлӑ ентешӗмӗр Петр Чичкаров ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ

«Паян, утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче хаклă ентешĕмĕрĕн, чăвашсен паллӑ прозаикĕн, Украинăн тава тивĕçлĕ художникĕн, Çеçпĕл Мишшин Украинăри еткерлĕхне упраса хӑваpас тесе калама çук пысăк ĕç тунă, Канаш районĕнчи Яманкассинче çуралса çитĕннĕ Петр Николаевич Чичкановăн 100 ҫулхи юбилейне паллă турăмăр. Пысăк тав мероприятие йĕркелекенсене», — хыпарлать ЧНК Канашри уйрӑмӗн ертӳҫи Ирина…

Пензӑри Акатуйра юрласа ташларӗҫ

— Вӑрнар районӗнчи «Шурӑмпуҫ» тата Ҫӗмӗрлери «Шанчӑкпа» «Вдохновение» фольклор ушкӑнӗсем Пенза облӑҫĕнчи Акатуйра юрласа ташларӗҫ, — пӗлтереҫҫӗ ЧНК вырӑнти ертӳҫисем Вячеслав Алексеевпа Андрей Мостайкин. Елизавета Долгова

Уявра чӑваш, тутар, ирҫе, вырӑс халӑхӗсем савӑнчӗҫ

«Шӑмӑршӑ районӗнчи 4 нациллӗ Палтиел ялӗнче Ял уявӗ питӗ ҫӳллӗ шайра иртрӗ. Унта регионсен шайӗнчи 2-мӗш наци вӑйӑ карти, Патӑрьел районӗнчи, Тутарстан Ҫӗпрел районӗн, Шӑмӑршӑ районӗн фольклор ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ. Йышлӑ халӑх умӗнче тӗрлӗ сферӑри хастарсене чысларӗҫ, спорт ӑмӑртӑвӗ-вӑййи халӑха илӗртрӗ, ача-пӑча аттракционсенче савӑнчӗ, суту-илӳ точкисем иртен пуҫласа каҫчен ӗҫлерӗҫ. Уявра халӑх мӗн ҫӗрлеччен савӑнчӗ. Чӑваш…