Чăваш наци конгресĕн Çĕнĕ Шупашкарти уйрăмĕ йĕркеленнĕренпе чылай çул иртрĕ ĕнтĕ. Унăн пайташĕсем хулан тĕрлĕ учрежденийĕсенче вăй хураççĕ. Чăваш чĕлхи вĕрентекенсем, тавра пĕлÿçĕсем, библиотекарьсем, ал ĕç ăстисем, чăваш юрри-ташшине, йăли-йĕркине юратакансем тата ыттисем те тăван халăхăн пуян чĕлхипе культурине, ырă йăли-йĕркине упраса малалла аталантарас тĕлĕшпе тĕрлĕ енлĕ ĕç туса ирттернĕ.
Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче хулан Ю.А. Гагарин ячĕллĕ библиотекăна конгресăн вырăнти уйрăмĕн хастарĕсем пухăнчĕç. Кăçал пуш уйăхĕн 7—14-мĕшĕсенче Çăварни эрни пынипе пухăннисене библиотекăн краеведени уйрăмĕн ертÿçи О. Николаева çак уяв йăли-йĕркипе тĕплĕн паллаштарчĕ. Унтан «Тĕкĕрç» харпăрлăх тытăмĕ çумĕнчи «Ырă пике» хĕрарăмсен клубĕн хастарĕсем Çăварни уявĕн юррисене шăрантарса кăмăла çĕклерĕç, тутлă икерчĕпе сăйларĕç. Тĕл пулăвăн иккĕмĕш тапхăрĕнче пухăннисем пĕр саслăн пулса Чăваш наци конгресĕн Çĕнĕ Шупашкарти уйрăмĕн ертÿçине Елена Леонидовна Лаврентьевăна суйларĕç.
Чăваш наци конгресĕн Çĕнĕ Шупашкарти уйрăмне пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа Е. Л. Лаврентьева ертсе пырать. Вăл Чăваш Республикин Елчĕк районĕн Аслă Таяпа ялĕнче çуралса ӳснĕ. Халь Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать. Елена Леонидовна Çĕнĕ Шупашкар хулин радион тĕп редактор тивĕçĕсене пурнăçлаканта ĕçлет. Вăл хула пурнăçĕ, тĕрлĕ предприяти ĕçĕ-хĕлĕ, шкул вĕрентĕвĕ, халăх йăли-йĕркипе кун тăрăм уявĕсем, чăваш культури, чĕлхи кунĕсем çинчен чăвашла тата вырăсла кăларăмĕсенче халăха пĕлтерсе тăрать. Çак пархатарлă ĕçре вăй хунă май чăвашлăхпа наци юхăмне те хастар хутшăнать. Халăх ĕçĕнче те палăрса тăрать вăл. «Тĕкĕрç» харпăрлăх тытăмĕн (ТОС «Ельниковский») ертÿçинче вăй хурать, ăна ертсе пырать. Калаçăва Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи Г. Никифоров хутшăнчĕ. Вăл конгресăн 2021-мĕш çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă хыççăн тăван чĕлхепе культурăна, халăхăн ырă йăли-йĕркине упраса хăварассине тимлеме тата конгресс йĕркелесе ирттерекен мероприятисене хастар хутшăнма чĕнчĕ, хулан 2-мĕш шкулĕнче тăван (чăваш) чĕлхепе литература вĕрентекен О. Ильинана Мускавра иртнĕ тăван чĕлхе вĕрентекенсен пултарулăх конкурсĕнче çĕнтернĕшĕн Тав хучĕ парса чысларĕ.
Тĕл пулу ăшă та тухăçлă иртрĕ. Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕн пайташĕсем тăван чĕлхепе яланах пĕр-пĕринпе уççăн та ăшшăн калаçма, ĕçченлĕхе ÿстерсе пыма, пур ĕçре те хастар пулма пĕр-пĕрне ыр сунчĕç.
Геронтий НИКИФОРОВ, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи
Çак кунсенче Пенза облаçĕнчи Неверкино районĕнчен те (Çăрттанлă ял тăрăхĕ) вырăнти чăваш наци культура автономийĕн ертÿçи улшăнни пирки хыпар килчĕ. Малтан çак общество организацине ертсе пынă Архипкин Анатолий Александрович вырăнне унти чăваш хастарне Жемчугов Олег Евгеньевича суйланă. Елена Лаврентьевăна тата Олег Жемчугова яваплă ĕçре ăнăçу сунатпăр!
ЧНК Ĕçтăвкомĕ
#ЧНК #çĕнĕшупашкар #ЕЛЕНАЛАВРЕНТЬЕВА #ОлегЖемчугов



