Нарăс уйăхěн 25-мěшěнче Чăваш наци конгресěн президенчě В.Л. Клементьев патне тěрлě ыйтупа килекен çын нумай пулчě. Анчах та калаçăва ытларах Пушкăртри Ěпхÿ хулинчен килнě чăвашсем çинчен пуçлас килет. Вěсем Иван Григорьевич Тарасов тата Вячеслав Михайлович Ерохинпа Мударис Харисович Сафин пулчěç. Иван Григорьевич, шкул директорě пулнă май, хăйěн ěçě-хěлěсем çинчен каласа пачě.
Шӑп 30 ҫул каялла ун чухнехи Ěпхÿ хулин пуçлăхě Михаил Алексеевич Зайцев тӗрлӗ халӑх ачисене валли хулара наци шкулӗсем уçас юхăма йěркелесе ярать. Хӑйӗн Йышăнăвӗпе 1992 çулхи раштав уйăхěн 10-мěшěнче Ěпхÿ хулинче пурӑнакан тӗрлӗ чěлхепе калаçакан ачасене валли вӗренӳ учрежденийӗсем уҫать. Чи малтан чӑваш, унтан тутар, украина, мари шкулěсем ěçлеме пуçланă. Кӑшт вӑхӑт иртсен армян, нимӗҫ тата поляк ачисем валли те вěренÿ çурчěсем уçнă. Паянхи куна Ěпхÿре çакăн йышши 13 вěренÿ учрежденийě ěçлет. «Вырсарникун шкулě» ят панă çак тăван чěлхе шкулěсене. Иван Григорьевич ăнлантарнă тăрăх вырăсла сăмах «Вырсарникун» — «Чӗрӗлсе Тӑрасси» шухăшпа ҫыхӑннӑ.
И.Г. Тарасов ертсе пыракан чăваш шкулěнче 10 вěрентекен ӗҫлет, вěренме вара 400 ача ҫӳрет. Шкулта ачасем чӑвашла калаҫма, ҫырма, чăваш тěррине тӗрлеме, юррине юрлама, ташшине ташлама тата тăван халăхăн йӑли-йӗркине вӗренеҫҫӗ.
«Питех те кăмăллă-çке чăваш ачисем çеç мар, урӑх халӑхран тухнӑ ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене пирěн чăваш шкулне алăран тытсах ертсе килни. Ачасем чӑваш чӗлхипе литературине кӑна мар, тӗрлеме, ӑсталама, ташлама та вӗренесшӗн… — каласа тěлěнтерчě Иван Тарасов. — Вěсем шкула çÿреме юратни вěрентекенěсем тăрăшса ěçленинчен те килет пуль-çке. Уйрăмах ăшă сăмахпа асăнас килет Любовь Николаевна Пашинăна, Олеся Геннадьевна Димитриевăна, Анна Владимировна Алексеевăна тата Вера Михайловна Тарасовăна…»
Ěпхÿ хулинче вырнаçнă чăваш «Вырсарникун шкулě» Конгреспа пěр çултах – кăçал 30 тултарать… Ěпхÿри чăваш ачисене В.Л. Клементьев вырăс шкулěнче вěренекен ачасен валли çырнă «Чăваш чěлхи» кěнекесем парса ячě.
Елизавета Долгова


