Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш наци конгресĕн ертÿçисемпе тĕл пулнă. Калаçу, тĕпрен илсен, Чăваш наци конгресĕн юпан 23-мĕшĕнче иртнĕ XI Аслă Пухăвĕн пĕтĕмлетĕвсемпе çыхăннă.
Тĕлпулăва ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова, ЧР Вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Захаров, ЧНК президенчĕ Валерий Клементьев, Николай Угаслов пĕрремĕш вице-президент, Юрий Зорин, Олег Мешков, Павел Вязов, Валерий Антонов вице-президентсем, ЧНК ĕçтăвкомĕн председателĕ Анатолий Ухтияров хутшăннă.
«Çавра сĕтел» хушшинчи калаçура республика Пуçлăхĕ Аслă Пуху пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пулнине, тăван чĕлхене упраса хăварас тата аталантарас ыйтупа малашне те тимлĕ те тухăçлă ĕçлемеллине палăртнă.
ЧНК президенчĕ Валерий Клементьев Чăваш Ен Пуçлăхне Аслă Пухупа çыхăннă мероприятисене кирлĕ шайра йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн чĕререн тав тунă, Чăваш наци конгресĕн Аслă Пухăвĕн кĕске пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă.
Аслă Пухăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри — ЧНК президенчĕн конгресс туса ирттернĕ ĕçсем тата малашлăх ыйтăвĕсем çинчен тунă доклачĕ пулчĕ.
Аслă форума суйланнă 277 делегатран 232-шĕ хутшăнчĕ. Ку вăл — 83,75 процент. Танлаштарса пăхсан, Х Аслă Пухура 320 делегатран 285-шĕ хутшăннăччĕ (89 процент).
Хальхи Пухура малтанхипе танлаштарсан аслă пĕлÿ илнĕ делегатсен йышĕ ÿсни палăрчĕ. 2017 çулта вĕсем 85 процент пулнă пулсан, хальхинче 98,1 процент. Делегатсем хушшинче наука докторĕсем — 21 çын, Х Аслă Пухура вĕсем 15 кăна пулнă. Наука кандидачĕсем -19, малтан 15 пулнă.
Делегатсем пурĕ Раççейĕн 26 субъектĕнчен тата Беларуçпа Казахстан çĕршывĕсенчен килчĕç.
Аслă Пухура пурĕ 6 ыйту пăхса тухма хатĕрленĕччĕ, сÿтсе явнă май тепĕр ыйту хушрĕç. Ку вăл ЧНК Уставне улшăнусем тата çĕнĕлĕхсем кĕртесси пулчĕ. Сĕнĕве Питĕр хули делегачĕ Валериан Гаврилов пачĕ.
Президент докладне сÿтсе явнă май пурĕ 12 делегат тухса калаçрĕç. Вĕсем Чăваш наци конгресĕн ĕçне «аван» тесе хакларĕç.
Тюмень тăрăхĕнчи чăвашсен «Тăван» ассоциацин ертÿçи Николай Герасимов çакан пек сĕнÿсем çырса пачĕ: регионсенчи чăваш наци-культура автономийĕсене чăваш чĕлхине вĕренме меслетлĕх пулăшăвĕ парасси, вĕренÿ пособийĕсене, курăмлă пособисене суйласа илме пулăшасси; чăваш халăх, йăла-йĕрке юррисене вĕренме ăсталăх урокĕсем йĕркелесси; ача-пăчасене чăваш ташшисем, сăвă калас енĕпе ăсталăхĕсене ÿстермелли маçтăр-классем йĕркелеме пулăшасси; ЧНК делегацийĕсен регионсене тухса çÿрессине ÿстересси.
Аслă Пуху 46 йышăнăвне 10 адреспа (блокпа) пайланă. Ку ыйтусем пĕтĕмпех конгресăн Уставĕпе килĕшсе тăраççĕ. Сăмахран: чăваш халăхĕн культурине, чĕлхине аталантарасси, наци туйăмне ÿстересси… Çакнашкал тĕллевсем пурĕ 11, пурте вĕсем обществăна, чăваш халăхне аталантарас енĕпе ĕçлемеллисем.
Чăваш наци конгресĕ 2022 çулта çакнашкал тĕллевсем палăртать: çамрăксемпе ĕçлес ĕç пахалăхне ÿстересси. Ку тĕллеве пурнăçлама ЧНК Уставне Çамрăксемпе ĕçлекен Канаш туса хурассине кĕртме палăртнă. Çитĕнекен ăрăва Чăваш наци конгресĕн ĕçне хутшăнтармалли çĕнĕ мелсемпе майсем шырасси. Йăлана кĕнĕ «Кĕмĕл сасă», «Раççей чăваш пики», «Чăваш тумĕн уявĕ», «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма» конкурссене малалла та йĕркелесе вĕсен пахалăхне ÿстересси. Чăваш наци конгресĕ 30 çул тултарнă май конгресс çуртĕнче ЧНК историйĕн музейне уçасси. Чăваш халăхĕн мухтавлă çыннисен çавра çулне анлăн палăртасси тата ыттисем.
